Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕрпелсем – иккĕмĕш

12 декабря 2015 г.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче Çĕрпелти вăтам шкулта Чечен Республикинче пуçне хунă Владимир Антонов ячĕпе хисепленсе тăракан кадет класĕ уçăлчĕ. Нумаях та вăхăт иртмерĕ, çамрăк моряксем районта, республикăра иртекен тĕрлĕ мероприятисене хутшăнма пуçларĕç. Анчахрах 6-мĕш класра вĕренекенсем «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» ушкăнсен республикăри 3-мĕш слетне хутшăнчĕç.

Хĕрÿ тупăшура пирĕн шкулти çамрăк пехотинецсене çитекен пулмарĕ. Хăйсенчен чылай аслă ачасене стройпа тата ялавпа утассипе çĕнтерсе чи малти вырăна йышăнма пултарчĕç. Хăйсене паллаштарассипе, вăрçă тата патриотика темипе юрă юрлассипе те палăрчĕç. Конкурссене пĕтĕмлетнĕ хыççăн пирĕн çамрăк моряксем республикăра 2-мĕш вырăна тивĕçрĕç. Çак отряда Камилла Сергеева ертсе пырать, кадет класне мала кăларас тесе пĕтĕм вăйне хурса тăрăшать.

Çав кунах 6-мĕш классем Шупашкарти Совет Союзĕн Геройĕ А.В.Кочетов полковник ячĕпе хисепленсе тăракан кадет шкулĕнче çамрăк моряксем патĕнче хăнара пулчĕç, моряксен пултарулăхĕпе, музейри тĕрлĕ экспонатсемпе паллашрĕç. Çак экскурсие йĕркелеме пулăшнăшăн эпир районти «Пограничниксен çамрăк тусĕсем» штаб ертÿçине Юрий Никифорова чĕререн тав тăватпăр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика