09 декабря 2015 г.
Пĕтĕм тĕнчери паллă Fitch Ratings тата Moody,s Inverstors Service рейтинг агентствисем çулсеренех Чăваш Республикин кредит рейтингне мониторинг тăваççĕ.
Декабрĕн 4-мĕшĕнче Moody,s пирĕн республикăн рейтингне пĕтĕм тĕнчери тата наци валютипе пĕтĕм тĕнчери шкалапа Ва 3, парăм обязательствисем тĕлĕшпе Ва 3 тата наци шкалипе Аа 3 шайра çирĕплетнĕ. Кунта парăм тиевĕн шайлашăвне тата пĕчĕк процент тăкакĕсене, çавăн пекех бюджетпа консервативлă усă курнине шута илнĕ.
Раççей субъекчĕсем хушшинче Чăваш Республики Чулхула, Белгород, Вологда облаçĕсен, Краснодар, Красноярск крайĕсен, Мордови тата Коми Республикисен кредит рейтингĕсен шайĕнчен çÿллĕрех.