09 декабря 2015 г.
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев республикăн онкологи диспансерĕн 6 хутлă хирурги корпусĕн строительствипе паллашнă. Ку объекта 2012 çулхи юпа уйăхĕнче тума пуçланă, строительствăн смета хакĕ – 950 млн тенкĕ.
Çитес çул строительство валли 363 млн тенке яхăн уйăрĕç, çав шутра федераци бюджетĕнчен – 294 млн тенкĕ. 2016 çул вĕçĕнче пирвайхи пациентсене йышăнĕç. 2017 çулта вара корпуса туллин комплектацилесе çитересшĕн.
«Çĕнĕ объекта хута яни шыçă чирĕсемпе нушаланакансене сиплессине хăвăртлатĕ», – тенĕ Чăваш ен Пуçлăхĕ.