Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саккуна çĕнетесшĕн

09 декабря 2015 г.

Чăваш Республикинчи ĕç ветеранĕсем çинчен калакан саккун проектне пăхса тухса ырланă. ,çлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх, документа хатĕрлеме РФ Президенчĕ 2014 – 2016 çулсенчи бюджет политикине йĕркелеме хушнине тĕпе хурса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн социаллă пулăшăва ытларах нуша куракансен тивĕçмелле, вăл адреслă пулмалла.

Аса илтерер, 37 çул та 6 уйăхран сахал мар ĕçленĕ хĕрарăмсене тата 42 çул та 6 уйăхран кая мар ĕç стажĕ пур арçынсене «Чăваш Республикин ĕç ветеранĕ» ят пама йышăннă. Хальхи саккун проекчĕпе ăна илме малтанхи критерисем çумне çаксене хушма сĕнеççĕ: стажăн 50 проценчĕ Чăваш Республикипе çыхăнмалла, унсăр пуçне хăй вăхăтĕнче тÿрĕ кăмăлпа вăй хуманшăн (ÿсĕр çÿренĕшĕн, вăрланăшăн, ĕçе тухманшăн, тивĕçе пурнăçламаншăн тата ытти те) ĕçрен кăларнине шута илесшĕн. Министр палăртнă тăрăх, кун пирки ыйтса çыракан нумай пулнă, пĕтĕмпе 120 ытла çыру килнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика