Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк çĕршывăн пĕчĕк бизнесĕ

09 декабря 2015 г.

2016 çулхи пĕрремĕш кварталта кĕçĕн тата вăтам предпринимательствăн ĕç-хĕлĕ статистикăн анлă сăнавĕ витĕр тухассине пĕлтернĕччĕ.

Чăвашстат информацийĕ тăрăх, кĕçĕн предпринимательство субъекчĕсем регионăн пĕтĕмĕшле продукчĕн 18,7 проценчĕпе (2013 çулшăн) танлашаççĕ, кунта кашни тăваттăмĕш çынна ĕçпе тивĕçтернĕ.

Ку секторта улшăнусем хăвăрт пулса иртеççĕ – çĕнĕ предприятисем уçăлаççĕ, çĕнелсе улшăнаççĕ, ĕç-хĕл сферине улăштараççĕ.

Сăнав слоганĕ – пысăк çĕршывăн пĕчĕк бизнесĕ. Чăваш Республикинче 17 пин ытла юридици сăпатне, 33 пине яхăн уйрăм предпринимателе тишкерме тивет.

Статистика сăнавĕ бизнесри чăн лару-тăрăва, ку рынокри пушă зонăна, хăш производство тупăшлине палăртма май парĕ. Çавăн пекех вăл инноваци таварĕсене сутнин тупăшне, экспортшăн ĕçлекен предприятисене, ку сектор патшалăхăн мĕнле пулăшăвĕпе усă курнине кăтартĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика