Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Настьăн медалĕ – чи пысăк ăсталăхшăн

09 декабря 2015 г.

Настьăн медалĕ – чи пысăк ăсталăхшăн

Шупашкарта декабрĕн 1–4-мĕшĕсенче рабочи профессин сумлăхне ÿстерес тата професси вĕренĕвне аталантарас тĕллевпе иртнĕ WorldSkills Russia чемпионатра Малти Ишек хĕрачи «Чи пысăк ăсталăхшăн» медале тивĕçнĕ.

Настя Петрова унта тăван вĕренÿ учреждени – Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕн чысне хÿтĕленĕ. Пĕрремĕш кунне хăй хатĕрленĕ фаршланă пастăпа усă курса вĕри закуска, кайăк ашĕнчен вĕри апат тата пахчаçимĕç десерчĕ; иккĕмĕш кунне икĕ тĕслĕ фуршет закуски, пахчаçимĕçрен яшка-крем тата десерт пĕçерсе тĕлĕнтернĕ.

Светлана Александровна Казанковапа Татьяна Георгиевна Гаврилова преподавательсем – конкурсанткăн наставникĕсем – Настя професси тупăшăвĕнче палăрса ытти студентшăн та тĕслĕх пулса тăнине палăртаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика