Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Конвертпа» тÿлеççĕ-и? Пĕлтер

09 декабря 2015 г.

Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вырăнти тата республика бюджечĕн тупăш пайĕ уйрăм çынсен тупăшĕ çине хуракан налукран нумай килет. Ăна туллин хывнинчен – бюджет сферинче тимлекенсене вăхăтра шалу тÿлесси, социаллă пĕлтерĕшлĕ проектсене, патшалăх пулăшăвĕн мерисене пурнăçлани.

Анчах та пуçлăхсем ĕç çыннисене «сăрă» шалу тÿлени, ĕç хутшăнăвĕсене пытарни çак ырлăхсене тултарма ура хурать. ,çпе тивĕçтерекенсем налук тиевне чакарас тĕллевпе документсенче ĕç укçин пĕр пайне кăна кăтартаççĕ, ытти укçана «конвертпа» тÿлеççĕ – ку пайран вара налук тытăнмасть.

Анчах та çакă чи малтанах ĕçлекенсемшĕн усăллах мар. «Сăрă» шалу илекенсем налук вычечĕпе усă кураймаççĕ, малашлăхра вĕсен пенси виçи пĕчĕк пулĕ, банк кунашкаллисене кредит уйăрмĕ тата ытти те.

Ку ыйтăва хăйсен социаллă прависене хÿтĕлесе ĕç çыннисем хăйсем хутшăннипех сирме пулать. «Сăрă» шалу пирки прокуратура органĕсене, ĕç инспекцине, налук органне, пенси фондне, социаллă страховани е ытти органа пĕлтерме юрать.

Ĕç хутшăнăвĕсене уçăмлатас тĕллевпе налук служби граждансемпе те, патшалăх органĕсемпе тата ведомствăсемпе те чылай ĕç ирттерет. Районсем хушшинчи 3-мĕш налук инспекцийĕ акă 2014 çулшăн 123 предприяти-организацире пĕчĕк шалу тÿленине тупса палăртнă, вăл шутра 18-шĕнче ĕç укçи отрасльти вăтам шайран, 56-шĕнче – пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен, 49-шĕнче – ĕç тÿлевĕн чи пĕчĕк виçинчен сахалтарах пулнă.

Кунашкал списоксене кашни кварталтах прокуратурăна, вырăнти хăйтытăмлăх органне тата республикăри ĕç инспекцине тăратаççĕ. Кăçалхи тăхăр уйăхра, сăмахран, комисси 35 хутчен лару ирттернĕ, 188 налук агентне итленĕ. Кун хыççăн 43 пуçлăх хăйсен ĕçченĕсене шалăва хăпартса панă, вĕсен тупăшĕнчен хуракан налукран бюджета 66,1 пин тенкĕ пырса кĕнĕ. Çавăн пекех 61 налук агенчĕ бюджета 3379,1 пин тенкĕ куçарса панă.  

Итлев хыççăн та «тăна» кĕмен налук агенчĕсене вырăна тухса тĕрĕслеççĕ.

«Сăрă» ĕç укçи тÿлекенсем пирки налук органĕсене «вĕри лини» телефонĕсемпе шăнкăравласа: 8(8352) 30-27-89, 8(83537)2-74-07 е www.nalog.ru сайтра пĕлтерме пулать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика