09 декабря 2015 г.
Иртнĕ эрнере Пĕтĕм тĕнчипе инвалидсен кунне паллă турĕç. Вăл мĕнпур çынна ку ушкăнрисен ыйтăвĕсене тимлĕхе илме вĕрентес тĕллевлĕ.
Çак кун умĕн федераллă çĕнĕ саккун йышăннă. Унпа килĕшÿллĕн 2016 çултан тытăнса инвалид-ача çитĕнтерекен çемьесем амăшĕн капиталне ачисем валли социаллă адаптаци тата реабилитаци таварĕсене туяннă çĕре яма пултараççĕ. Перечене Раççей Правительстви палăртать.
Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕ 2421 инвалида тивĕçтерÿсем парать. Кунта вĕсене йышăнма мĕнпур условисене туса хунă.
Вăрнар районĕпе инвалид-ачана е ачаран I ушкăнри инвалида пăхса пурăннăшăн 77 ашшĕ-амăшне е опекуна уйăхсерен 5500-шер тенкĕ тÿлеççĕ. Ку категорири сусăрсенчен 161-ĕн социаллă пенсие илсе тăраççĕ. Инвалидлăха кура уйăхри пĕрлехи вăтам пенси 10,3 пин тенкĕпе танлашать, республикăра – 12 пин ытларах.
Пенси фончĕ инвалидсене тивĕçтерÿсем парас формăсене анлăлатса пырать. Паян вĕсем те электронлă сервиспа – патшалăх тивĕçтерĕвĕсен пĕрлехи порталĕнче – килтен тухмасăрах, туллин усă курма пултараççĕ.
Çавăн пекех «вĕри лини» телефонĕсемпе, кунсерен 13–16 сехетсенче видеоçыхăнупа (skype-oifr-videopriem-015) консультаци илме май пур. Заявка тăрăх клиент служби сусăр çын патне килĕсерен те тухать.