Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп кăтарту пахалăхлă вĕрентÿ

09 декабря 2015 г.

Тĕп кăтарту пахалăхлă вĕрентÿ

Кăçалхи октябрь уйăхĕнче Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул хăйĕн 125 çулхи юбилейне паллă тунă. Ку вĕренÿ учрежденийĕн историйĕпе ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Г.А.Леонтьева директор каласа пама кăмăл турĕ.

– Галина Алексеевна, иртни патне таврăнас пулсан, Чăрăшкас Хирлеп ялĕнче 125 çул каялла уçăлнă шкул пирки мĕн калама пултаратăр? Унăн историйĕ пуян-и?

– 1887 çулта Чăрăшкас Хирлепре пурăнакансем вырăнти тытăм органĕнчен шкул уçма ыйтаççĕ. Анчах ялта ятарлă çурт та, кĕнекесем те, парттăсем те пулман. Мĕн тумалла? Юрать-ха çав вăхăтра ырă кăмăллă çын тупăнать. Чăрăшкас Хирлепри Иван Федоров хăй пурăнакан пÿртре ял ачисене вĕрентме ирĕк парать. Çапла вара 1887 çулта пĕр класс уçăлать. 13–14 ача вĕренме çÿреме пуçлать. Ятарлă пĕлÿ илнĕ учительсем çителĕклĕ пулманран чиркÿре ĕçлекен çынна ачасене вĕрентме тара тытаççĕ. Уроксенче вулама, шутлама тата юрлама вĕрентнĕ, çавăн пекех кĕлĕ калама та хăнăхтарнă. Шкулта кăнтăрлахи апата тÿлевсĕр çитернĕ. 1890 çулта Чăрăшкас Хирлепре шкул çуртне çĕклесе лартнă. Вăл кĕçĕн тата аслă классенчен тăнă. 1892 çулта тăватă класс таран пĕлÿ пама пуçлаççĕ. Чиркÿ çынни хыççăн пĕрремĕш учитель Мăн Хирлепри Егор Ефимович пулнă. 1900 çул тĕлне вĕренекенсен хисепĕ хĕрĕхе çитнĕ. Кашни кун ултшар сехет вĕрентнĕ. Шкултах уроксене хатĕрленнĕ: кăнтăрлахи апат хыççăн тата каçхи вăхăтра. Енчен те пĕр-пĕр ача урока хатĕрленмен е кĕлĕ вĕренмен пулсан, ăна апатран хăтарнă тата шкафа хупса хунă. Шел пулин те ялти пур ача та ăс пухман. Совет влаçĕн тапхăрĕнче пирĕн тăрăхри пурнăç тĕпрен улшăннă. Чăрăшкас Хирлепре сакăр класлă шкул туса хунă. Унта 200 ача вĕреннĕ. 1937 çулта правительство çĕнĕ çурт строительстви валли укçа-тенкĕ уйăрнă. 1945 çулта çĕнĕ шкулăн алăкĕсем уçăлнă. 54 çул хушшинче ку вĕренÿ учрежденийĕнчен нумай ача вĕренсе тухнă. Тăхăр вуннăмĕш çулсем тĕлне çурт кивелсе çитнĕ. Çавăнпа та 1999 çулта, президент программипе килĕшÿллĕн, çĕнĕ шкул хута янă. Кунта вĕрентÿ процесĕ валли пур услови те туса панă.

– Шкул хăйĕн вĕренекенĕсемпе мухтанма пултарать-и?

– Вăхăт малаллах шăвать. Кашни вĕренÿ çулĕ вĕçленмесрен пирĕн шкулпа темиçе ача сывпуллашать. Кашни хăйĕн çул-йĕрне суйласа илет паллах. Тăрăшса вĕренекенсенчен чылайăшĕ аслă пĕлÿ илме тăрăшать. Рабочи профессине кăмăллакансем те тупăнаççĕ. Эпир кашнинпе мухтанатпăр. Пирĕн шкултан вĕренсе тухнисенчен çирĕммĕшĕ, вăрçă çулĕсенче çапăçу хирĕнче тата тылра паттăрлăхпа тăрăшуллăх кăтартнăшăн орденсемпе медальсене илме тивĕçнĕ. Тĕрлĕ çулта тĕрлĕ ăру вĕренсе тухнă. Хăшпĕрисемпе чăннипех те мухтанатпăр. Акă Пайăк ялĕнчи Волковсем шкул мухтавĕ пулса тачĕç тесен те йăнăшмастăп. Константинпа Тамара Волкова хăйсен ĕç биографине вĕрентÿпе çыхăнтарчĕç. Вĕсен ачисем Владиславпа Эдикт Элĕк шкулĕнче тăрăшаççĕ: пĕри директорта, тепри истори учителĕнче ĕçлет. Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çинче нумай çул тĕрлĕ рольсене калăпланă Анна Кутузова та хăй вăхăтĕнче Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче пĕлÿ илнĕ. Мăн Хирлепри Архиповсене те ырăпа асăнас килет. Станиславпа Сергей тата Александр юридици енĕпе аслă пĕлÿ илчĕç. Халĕ виççĕшĕ те сумлă вырăнсенче вăй хураççĕ. Олег Петров Аçăмçырми ял тăрăхĕн пуçлăхĕ, Ольга Ефимова Чăрăшкас Хирлеп культура çурчĕ çумĕнчи «Асамат» театрĕн режиссерĕ. Александр Иванов фермер хуçалăхĕн ĕç-хĕлне ăнăçлă йĕркелесе пырать. Тÿрех калатăп, хăйсен ĕçĕсенче ырă ята тивĕçнисен ячĕсене асăнса та пĕтереймĕн. Вĕсем нумайăн пирĕн. Ÿлĕмрен татах та пулĕç тесе шутлатăп.

– Вĕрентекенсен квалификаци шайĕ пысăк-и? Вĕсен ĕçĕ-хĕлĕ сире, ертÿçĕне, тивĕçтерет-и?

– Хамăр ума лартнă тĕллевсене туслă коллективпа пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Кашниех тăрăшуллă. Хальхи вăхăтра 10 учитель ĕçлет. Вĕсенчен саккăрăшĕ пĕрремĕш квалификаци категорине, иккĕшĕ аслă категори илнĕ. Е.Кондратьевăпа Г.Леонтьева РФ вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотине тивĕçнĕ. М.Иванова, А.Петрова, Е.Григорьева вĕрентекенсене Чăваш Республикин вĕрентÿ министерствин Хисеп грамотипе чысланă. Учительсем халĕ ачасене çутă та хăтлă классенче вĕрентеççĕ. Пур кабинета та кирлĕ сĕтел-пукансемпе тивĕçтернĕ. Шкулта спортзал, 36 вырăнлă столовăй, ĕç урокĕ ирттерме мастерской пур. Шкул библиотекин кĕнеке фончĕ çулсерен пуянланса пырать. Пĕр сăмахпа, вĕрентекенсемшĕн те, ачасемшĕн те условисем çителĕклĕ.

– Шкулта вĕренекенсен шучĕ хушăнать е чакать?

– Пирĕн вĕренÿ учрежденине ултă ялтан килеççĕ. Кÿршĕллĕ Элĕк районĕнчи Куракăш ачисем те кунта ăс пухаççĕ. Паянхи кун шкулта 41 ача вĕренет. Темиçе çул каялли патне таврăнас-тăк, йыш чылай пысăкчĕ. Самана юхăмĕ ку шкултан та пăрăнса иртмесĕр пултараймарĕ.

Ю.КОРНИЛОВ калаçнă.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика