05 декабря 2015 г.
Виçĕмкун, декабрĕн 3-мĕшĕнче, Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераллă Пухăва черетлĕ Çырупа тухрĕ, çĕршывшăн пĕлтерĕшлĕ ыйтусене хускатрĕ. Вулакансене çĕршыв ертÿçин тĕп тезисĕсемпе паллаштаратпăр.
«Сăмаха Раççей çар служащийĕсене, пĕтĕм тĕнчери терроризмпа кĕрешекенсене, тав тунинчен пуçласшăн. Эпир пĕтĕм тĕнчери агресси мĕнне пĕлетпĕр. Бандитсен хырçине авма 10 çула яхăн кирлĕ пулчĕ. Эпир террористсене Раççейрен кăларса ятăмăр. Анчах терроризм хăрушлăхĕ ÿссех пырать. Уйрăмах Сирири боевиксем хăрушлăх кăларса тăратаççĕ. Вĕсем укçа, хĕç-пăшал илсе тăраççĕ, вăй пухаççĕ. Пирĕн вĕсене аякран курса тĕп тумалла. Паянхи вырăс хĕç-пăшалĕ эффективлă ĕçлет. Пирĕн хамăрăн йăласемпе хаклăхсене сыхламалла. ООН хÿтте кĕнипе пĕрлехи антитеррорла фронт туса хумалла».
«Раççей вăйĕ – тĕрлĕ халăхсем пĕр çемьери пек пурăннинче. Ку обществăпа патшалăхăн историлле никĕсĕ. Пирĕн ксенофобипе экстремизма хирĕç çивĕч кĕрешмелле. Раççей çыннин хăйĕн хакне пĕлмелле. Пирĕн туслăха сыхласа хăвармалла. Пирĕншĕн тĕп вырăнта – Раççей».
«Коррупци – Раççей аталанăвĕн чăрмавĕ».
«Паянхи куна тивĕçтерекен ĕç вырăнĕсем йĕркелемелле тата çынсен пурнăç шайне ÿстермелле. Хăш-пĕр отрасльсем паян теветкеллĕх зонинче: строительство, çăмăл тата чукун çул промышленноçĕ. Правительствăн вĕсене пулăшмалла». «Инвалидсене ĕçе вырнаçтарассине тимлĕх уйăрмалла».
«2014 çулта следстви органĕсем экономика тытăмĕпе 200 пин ĕç пуçарнă. Суда 46 пин ĕç çитнĕ. 12 пинĕшĕ – судра арканнă. Ку – ĕç климачĕн арканăвĕ».
«Хальчченхи стереотипсенчен хăтăлмалла, харпăр хăйне ĕненсе малалла утмалла».
«Ял хуçалăхĕн кĕске вăхăтра малалла хăватлă утăм тумалла. 2020 çулччен рынока йăлтах хамăр продукципе тултармалла. Çывăх çулсенче Раççейĕн тĕнчери рыноксене чи малтан тухма шанăç пур».
«Виçĕ çул харăс халăх шучĕ ÿссе пырать. Тĕрлĕ прогнозсемпе эпир демографи шăтăкне чăммаллаччĕ, кун пекки пулмарĕ».
«Амăшĕн капиталĕн программи бюджетшăн пысăк йывăрлăх. Анчах та ăна сахалтан та тепĕр икĕ çуллăха тăсмалла».
«Инвалидсене, пенсионерсене пулăшакан коммерцилле мар организацисене ытларах шанма тытăнмалла. НКОсене пулăшас тĕллевпе президентăн ятарлă гранчĕ ĕçлеме тытăнĕ».
«Шкул ачисен вĕсем ăçта пурăннине тата ашшĕ-амăшĕн укçи-тенкин майĕсене пăхмасăр пахалăхлă пĕлÿ илмелле. Çĕнĕ шкулсем çĕклеме 50 млрд тенкĕ таран укçа уйăрмалла».