05 декабря 2015 г.
Хевтесĕр хăш-пĕр çынсем чылай сывă этемрен те хастартарах, туллинрех, кăсăклăрах пурăннине сăнатăн. Хăйсене савăнтарма ĕç те пур вĕсен: ал ĕçĕпе аппаланаççĕ, сăвă-калав çыраççĕ, пултарулăх ĕç-хĕлне хутшăнаççĕ...
Çын пулăшăвĕсĕр çÿреме, пурăнма май çукки мĕн тери çăмăл маррине кашниех пĕлетпĕр. Эпир тепĕр чух пĕчĕк кăлтăкшăнах чунран хуçăлатпăр. Сусăр çынсем вара кашни кун йывăрлăхпа кĕрешеççĕ. Шăпах вĕсем ĕнтĕ пире чăтăмлăха, пурнăç хаклăхне вĕрентеççĕ. Çакна Пĕтĕм тĕнчери инвалидсен кунĕ ячĕпе çулсеренех йĕркелекен мероприятире те аван куратăн.
Кăçал та сусăрсен районти обществин членĕсем ăна пуян пулăмсемпе кĕтсе илчĕç. Районти, республикăри культурăпа спорт мероприятийĕсенче хастар пулчĕç: пулă тытассипе, дартсра, сĕтелçи теннисра, тинĕс бильярдĕнче, шашкăра, шахматра. Юлашки тĕссемпе виçĕмкун районти культура çуртĕнче те хĕрÿ турнир пулчĕ. Обществăра тăракансем – хĕрарăмсем те, арçынсем те – ăс-хакăл вăййисен хăмисем умне йышлăн вырнаçрĕç. Куçĕсем япăх курнипе аптăракан Александр Григорьев ятарлă хăма çинче алă сисĕмлĕхĕпе вылярĕ. Шахматра чи маттуррисем Виссарион Афанасьев (Малти Ишек), Евгений Никитин (Хурăнсур Çармăс) тата Вячеслав Григорьев (Çĕн Кипек). Шашкăра чи çивĕччисем – Геннадий Ермолаев (Кăмаш), Евгений Никитин тата Виссарион Афанасьев. Дартсра чи нумай очко пухаканĕсем – Геннадий Тимофеевпа Татьяна Григорьева (Калининăри ПНИ) тата Раиса Артемьева (Хурăнсур Çармăс).
Вăйăсенче тупăшма кăмăл туманнисем фойере йĕркеленĕ алĕçĕсен куравĕпе паллашрĕç. Валентина Михайлова вĕт шăрçаран картинăсем тĕрленĕ. Анна Пескован чăваш эрешĕсем куçа тыткăнлаççĕ. Районти инвалидсен обществин хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулнă май, вăл ку юхăмăн ĕçĕ-хĕлĕпе пуян альбом та хатĕрленĕ. Презентацилле сăнÿкерчĕксемпе анчахрах тĕп хулара та кăсăкланса паллашнă. Вăрнарсем унта иккĕмĕш вырăн йышăннă.
Ахальтен мар ĕнтĕ вырăнти организацин председателĕ Владимир Викторов кăçалхи ĕçсене пĕтĕмлетнĕ май инвалидсен обществи çумĕнчи хĕрарăмсен канашне ырă сăмахпа асăнчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев мĕнпур шайри влаç органĕсен хевтесĕр çынсене хăтлă пурнăç условийĕсем туса парассишĕн тăрăшмаллине, кунашкал çынсене ырă сăмахпа, ĕçпе пулăшмаллине, вĕсенче ыранхи куна шанма ĕненмелле ĕçсем пурнăçламаллине каларĕ.
– Чире çĕнтерме вăй-хал çиттĕр, – терĕ вăл инвалидсене пĕрлештерекен мероприятисене вырăнсене тухса йĕркелемеллине палăртса.
Обществăлла ĕçри хастарлăхшăн, инвалидсен вăл е ку ыйтăвне татса парассипе хăйĕн сумлă тÿпине хывакансене – Юрий Кузьмина (Мăн Явăш), Вероника Степанована (Вăрнар) Хисеп грамотисемпе, Анна Пескована (Пăваяль) Тав хучĕпе чысларĕ.
Тухса калакансем татах пулчĕç. Раççей Пенси фончĕн районти управленийĕн ертÿçи Людмила Редькова хевтесĕр çынсене паракан социаллă тивĕçтерÿсемпе, вĕсен пурнăçне лайăхлатассипе пурнăçлакан программăсем çинче чарăнса тăчĕ.
Районта пĕтĕмпе 2257 инвалид. Вĕсем медицина тивĕçтерĕвне туллин илсе тăраççĕ. Районти больницăн мĕнпур уйрăмне кĕрсе тухма пандуссем вырнаçтарнă. Терапи тата хирурги уйрăмĕсенче вăрçă участникĕсемпе инваличĕсем валли хăтлă палатăсем уйăрнă. Кăçал федераллă çăмăллăхçăсем валли 6940 рецепт çырнă, вĕсенчен 99 процентне эмелсемпе тивĕçтернĕ. Николай Тинюков тĕп врач çичĕ çын хаклă препаратсем илсе тăнине, вĕсем валли 62 рецептпа 4 млн та 352 пин те 320 тенкĕлĕх эмел илнине пĕлтерчĕ.
– Реабилитаци хатĕрĕсене илме пĕтĕмпе 1500 заявка çырнă, вĕсенчен 393 инвалида ку пулăшупа тивĕçтернĕ. Декабрьте тăхăр çынна коляскăсем панă, çулталăк вĕçĕччен заявкăсемпе 14 кресло-пукан çитмелле. Санаторипе курорт сиплевĕ валли 17 путевка уйăрнă, – пĕлтерчĕ социаллă страхованин регионти уйрăмĕн полномочиллĕ предствителĕ Людмила Иванова.
Культура ĕçченĕсем сусăрсем валли лайăх парне хатĕрленĕ – кÿстÿмĕрсем вĕсене «Лар, аннеçĕм, юнашар» спектакльпе савăнтарчĕç.
С.ЧИКМЯКОВА.