Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăшакансем пуррипе пурăнас килет

05 декабря 2015 г.

Çĕр çине килтĕн пулсан аттепе аннене савăнтарни кăна мар, Аслă Турă сан кун-çулна мĕн таран çырса панине пурăнасах пулать. Ырлăх-и, хурлăх-и, савăнăç-и, чирпе асапланатăн-и е тата тепĕр майлă ĕмĕре ним курмасăр ирттеретĕн-и – пĕрех ĕмĕр иртет, кун юлать.

Иртсе кайнă вăхăта тем чул тавăрас тесен те нихăçан та тавăраймăн. Çавăнпа та çĕр çине килтĕн пулсан –ытларах хăв хыççăн ырă ят хăварма тăрăшмалла.

Çак шухăша мĕншĕн шурă хут çине çырса пĕлтерес терĕм-ха? Пурнăçра лайăх вăхăчĕ ырă та савăнăçĕ студент чухне кăна пулчĕ манăн. Кайран вара ĕçе кÿлĕнсен, çемье çавăрса ача-пăчаллă пулсан, чи хăрушши, чирпе асапланса сусăра тухрăм. Пĕрех пуçа усмарăм, ырă çынсем пулăшнипе пурăнма тапаçлантăм. Çамрăк чухнехи инкеке пула, халĕ вăтлăхра асапланма тиврĕ мана. Хамшăн мар, бригадирта ĕçленĕ вăхăтра хушнă ĕçе пурнăçлассишĕн пулчĕ ку. Çав тери çумăрлă кĕркуннеччĕ, уйри тырпула вырмасăр хăварас мар тенĕ. Çавапа çулнине комбайнпа çапма пуçласан, копнитель çинче лараканскерне, мĕн тĕлĕрсе кайтарнă-ши мана? Комбайн пырса кĕнине те туйман. Çамрăк пулнă, çывăрас та килнĕ пуль?

Ак халь çывăр, вырт кунĕпех, анчах куçсене хупсан та ыйхи çук. Пенсине вăхăтра, киле килсех параççĕ, анчах сывлăх çук. Çавăнпа пурăннă чух пурăнса юлмалла, пурнăçа ÿпкелемелле мар, йывăр мар халь. ,çле, ĕçлес текен валли таçта та ĕç пур, ан ÿркен кăна.

Ман пек утса çÿреймен çынсем районĕпе нумаях та мар пулĕ? Пурне те районти социаллă хÿтлĕх хăй аллине илнине пĕлетĕп. Пĕр туяпа кансĕррипе комисси ик туяпа çÿреме çырса панă хута социаллă хÿтлĕх пайне кайса патăм. Нумаях та кĕттермерĕç, ман валли ятарласа килнĕ туясене илме килме почтăна, ялти фельдшерпа акушер пунктне, уйрăм çынсенчен те каласа янă. Çĕнĕрен ĕçе вырнаçнă ырă кăмăллă çынсен ячĕсене пĕлеймерĕм. Ертÿçине Людмила Валерьянована Пальмована, пурне те хамăн чун-чĕререн тухакан тав сăмахне калас терĕм. Çав тери кирлĕ çынна, хуçана пулăшнă пек, хамăн телефонĕ лайăх ĕçлеменнипе пурне те ура çине тăратнă, пурте киле килсе каларĕç.

Питĕ савăнтăм çын вырăнне хунăшăн. Хама никама та кирлĕ мар, тухса çÿремен сусăр çын пек туйма пăрахрăм. Хисепленĕшĕн, ман ĕçсене манманшăн савăнтăм.

Хăй вăхăтĕнче эпĕ те çынсене нумай пулăшнă. Выльăх тухтăрĕнче те, ытти ыйтусене татса парас енĕпе те. Çавăнпа социаллă хÿтлĕхре ĕçлекенсене, ял-йыша, уйрăмах кÿршĕсене, кашни кун хама пулăшса тăракансене тав тăватăп.

А.ПЕСКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика