Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мечĕк хыççăн чупатăн, сывлăха çирĕплететĕн

05 декабря 2015 г.

Çамрăксем чылай чухне нимĕн тума аптранине пытараймăн. Çÿреççĕ вара пĕр шухăшсăр. Эрех тĕлне пулсан-и, ташша та яма хатĕр. Хаяр шĕвексĕр пуçне çут тĕнчере урăх нимĕн те кирлĕ мар тейĕн. ,çеççĕ те кăшкăрма пуçлаççĕ, пĕр-пĕрне чышкă чăмăркки кăтартма хăтланаççĕ, çапăçма пикенеççĕ. Эй, ара, вăй кĕрсе каять вĕт çамрăксен, хăйсене пуринчен те правур та маттур пулнине кăтартас килет-тăр. Вăт, хĕрÿленеççĕ те. Тĕрĕссипе, вăй вăл çамрăк чухне кашниннех çăлкуç пекех тапса тăрать. Анчах темшĕн тĕллевлĕн усă курмастпăр унпа, спортпа туслашас, вăй-хала тĕреклетес вырăнне тĕрлĕ çĕре сапаласа яратпăр.

Паян футболла вылякан е штанга йăтакан кашни яш каччă ыран спортсмен пулса тăраймасть паллах. Апла пулин те унăн сывлăхĕ çирĕпленет, хул-çурăмĕ тĕрекленет, ĕçлес пултарулăхĕ ÿсет. Спорт тени çапла вăл, çынна йăлтах улăштарма пултарать. Çакна чылайăшĕ ăнланать, анчах пурпĕр вырăнтан хускалма васкамасть. Тен, телевидени передачисем те вĕренпе кăкарнăн хăйсен умĕнчен вĕçертмеççĕ. Хальхи вăхăтра темĕн те кăтартаççĕ-çке, пĕр передача тепринчен интереслĕрех, илемлĕ фильмсене те экран çине нумай кăлараççĕ. Ку кăна-и, компьютер та çамрăка хăй патĕнчен вĕçертмест.

Шкулта вĕренекенсенчен чылайăшĕ спорта юратаççĕ, маттуртараххисем тĕрлĕрен ăмăртусене хутшăнаççĕ. Теприсемшĕн физкультура урокĕ чăннипех те чи юратнисенчен пĕри пулса тăрать. Занятисем вĕçленсен те киле саланма васкамаççĕ. Тепĕр майлă каласан, сывлăха çирĕплетеççĕ. Ах, пыринччĕ çакă ĕмĕр тăршшĕпе, çук çав, алла аттестат илсенех чупасси, футболла вылясси вуçех те манăçа тухать. Çирĕм çултан иртнисем темшĕн-çке спорт енне пит туртăнмаççĕ, пушă вăхăт тупăнсан та.

Иртни патне таврăнас килет. Ял çамрăкĕсем каç пулттипе волейболла вылямалли лапама пуçтарăнатчĕç. Эх, вылятчĕç, хăйсен пичĕ тăрăх тар шăпăртатса юхатчĕ, ывăнсан та мечĕкрен уйрăлма васкамастчĕç. Интересленнĕ çамрăксем ку вăйăпа, çавăнпа вылянă. Эрех ĕçсе тĕлли-паллисĕр çапкаланса çÿрекене хунарпа шырасан та тупаймастăнччĕ ун чух. Халь, вăхăт улшăнăвне кура-ши, чылай ялта волейболла вылямаççĕ. Сетка кармалли юпасем тахçанах куçран çухалнă, пĕр йĕр те юлман. Кун каç енне сулăнсан ял тăруках шăпланать. Телевизор умне вырнаçса лараççĕ-ши? Çемье çавăрсан каччăсен нивушлĕ пĕрле пуçтарăнса футболла е волейболла выляс туйăм сÿнет. Чăн та, теприсем выляма хирĕçлемĕç, анчах спорт енне чунтан туртăннă тата хăй хыççăн ертсе кайма пултаракан çын кирлĕ. Вăт вара физкультурăна юратакансен йышĕ майĕпенех ÿсĕ. Яш-кĕрĕм те сĕм тĕттĕм пуличчен пĕр-пĕр спорт вăййипе айкăшĕччĕ, çавна май преступлени тăвакансем те палăрмаллах сахалланĕччĕç.

Спортпа физкультурăна халăх хушшинче сарас тĕлĕшпе ĕçлемелли пур-ха. Физкультура учителĕсен те тăрăшмалла, урокра кăна мар, ун хыççăн та. Çитĕнекен ăру имшер ан пултăр, спорта хисеплетĕр вăл – çакăн пек тĕллев тытсан аванччĕ. Енчен те спортсменсем çитĕнтерсе кăларсан, чăннипех савăнмалла.

Физкультурăпа кашнин туслашасчĕ, уншăн вара пурăна-киле ÿкĕнмелле пулмĕ.

Юрий КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика