Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чăваш çĕршывĕ хăй патнех туртнă

02 декабря 2015 г.

Ют çын сассине илтсе-ши, Мачамăшри Людмила Михайловна Евдокимова урама йăпăр-япăр тухса тăчĕ. Вăл сăмахшăн кивçене кайманни кĕске самантрах палăрчĕ. Калаçу пуçламăшĕнчех пĕлтерчĕ: ку ялта мар, Çĕньялта çуралса ÿснĕ. Унăн ачалăхне илес пулсассăн, ыттисем пекех шкул енне выртакан сукмака такăрлатнă. Тантăшĕсемпе пĕрле ăс-хакăла, тавракурăма пуянлатнă, çутă ĕмĕтсемпе çунатланнă. Пушă вăхăтра урама тухнă, ял ачисемпе пĕрле тĕрлĕ вăййа хутшăннă. Пĕве кĕреспе çĕнĕ шухăш-ĕмĕтсем тыткăнланă, анчах та хĕр вăхăтĕнче Волгоград облаçне кайса пурăнасси пирки шутлама та пултарайман. Çемье çавăрсан мăшăрĕпе пĕрле ют вырăна çул тытнă. «Правда» колхозра ĕçлекенскере юлташĕсем адрес тата сĕнÿ панă: кайса кур, ÿкĕнмелле пулмĕ. Людмила Михайловна хăйĕн шухăшне мăшăрне пĕлтернĕ, Волгоград облаçĕнче укçа-тенкĕ ĕçлесе илме майсем пысăк пулни пирки каланă. Упăшки хирĕçлемен: ара лайăх шалупа пурнăçа ăнăçтарса пыма пулать-çке-ха. Кĕçех иккĕшĕ те çула тухнă. Юлташĕсем суйман иккен, Волгоград облаçĕнчи пĕр поселока çитсен çав кунхинех вĕсене ĕç те, пурăнмалли вырăн та тупса панă.

Людмила Михайловна, выльăх-чĕрлĕх пăхма юратаканскер, фермăна вырнаçнă. Доярка тивĕçне пурнăçлама пикеннĕскер кунĕпе те хăйне шанса панă ĕнесенчен уйрăлман. Вĕсене пăхнă çеç мар, сунă та. Кăтарту лайăх – ĕç укçи те ÿсет. Çавăнпа та Çĕньялта çуралса ÿснĕскер, мĕн ачаран ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕскер нимĕнле йывăрлăх умĕнче те хăраса тăман, ялан яваплăха тĕпе хурса тăрăшнă. Мăшăрĕ те унăн кунĕн-çĕрĕн тимленĕ: трактор рульне алăран вĕçертмен. Иккĕшĕ те хастарлăх хĕлхемне сÿнтермен. Хуçалăх шалупа вăхăтра тивĕçтернĕ. Укçа-тенкине пуçтарса пыма та, ытлă-çитлĕ пурăнма та май пулнă.

Çавах та тăван кĕтес час-часах аса килнĕ, хăйĕн патне туртнă. Людмила Михайловна ашшĕне укçа куçарса панă: эпир Волгоград облаçĕнчен таврăннă çĕре Вăрнар районĕнчи пĕр-пĕр ялта пÿрт туян. Шыракан тупатех тенешкел Мачамăшра пĕр пурăнмалли çурта куç хывнă. Сутаканĕсене калаçса килĕшсе татăлнă чухлĕ укçа-тенкĕ панă та – пÿрт çĕнĕ «хуçа» патне куçнă. Людмила мăшăрĕпе, Волгоград облаçĕнче вунă çул пурăннă хыççăн, Вăрнар тăрăхне каялла килсе çитнĕ, Мачамăшра тĕпленнĕ. Кунта та ферма ĕçне кÿлĕннĕ. Килти хуçалăхра та выльăх-чĕрлĕх тытнă. Пурăна-киле кил-çурта çĕнетнĕ. Халĕ пенсире, малтанхи çулсемпе танлаштарсан, канлĕхре пурăнать. Ир тăрсан ĕне сумалла мар, мĕншĕн тесен пилĕк çул каялла тытма пăрахнă. Чăхсем пур-ха. Вĕсене кунне пĕрре тырă пар та – ĕçĕ те çакăнпа пĕтнĕ.

Людмила Михайловнăна ял пурнăçĕ питĕ килĕшет. Уçă сывлăш, тавралăх илемĕ кăмăл-туйăмне уçать, çĕнĕ, ырă шухăшсем çуратать.

Ю.КОРНИЛОВ.      

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика