Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юрату хавхалантарнă, телей парнеленĕ

02 декабря 2015 г.

Кун хыççăн кун хыçа юлса пырать. Вăхăт вара малаллах шăвать. Сăкăт ялĕнчи Иван Сергеевичпа Раиса Григорьевна Вишневскийсем 55 çул пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнаççĕ. Вĕсем 1960 çулта çемье çавăрнă. Çавăнпах пурнăç сукмакĕпе пĕрле малалла талпăнса утаççĕ. Вишневскисем ултă ачана кун çути парнеленĕ. Шел пулин те шăпа иккĕшне ашшĕпе амăшĕнчен яланлăхах уйăрса янă. Вăхăтсăр çут тĕнчерен уйрăлса кайнă ачисемшĕн хытă хуйхăрнă, анчах та, чун-чĕрере йывăр пулсан та, пурăнмаллах, кун-çула тăсмалла. Халĕ вĕсем çине Вăрнарта тĕпленнĕ Сергей ывăлĕ пысăк тимлĕх уйăрать.

Вишневскисем колхозра тар кăларса ĕçленĕ, ырлăх-пурлăх тăвассишĕн тăрăшнă. Çав вăхăтрах ачисене те куçран вĕçертмен, хăйсен тĕп тивĕçĕ – пепкесене тĕрĕс воспитани парса тата ырă-сывă пăхса ÿстересси пирки вуçех те манман. Иван Сергеевичпа Раиса Григорьевна ĕçе чунтан юратнă, «,ç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Иккĕшĕн те тĕрлĕ саманта чăтса ирттерме тивнĕ. Халĕ акă И.Вишневскин куçĕсем курмаççĕ. Апла пулин те кил хуçи арçынĕ хăйне хаваслăх кÿме пĕлет, алла купăс тытать те, тĕрлĕ çемĕ янраттарать. Çамрăклăх çулĕсенче чылай туйра пулма тивнĕ унăн, хуткупăс каласа халăха савăнтарнă, туй арăмĕсене ташлаттарнă. Халĕ иртнине ялан ăшшăн аса илет.

Çак кунсенче Иван Сергеевичпа Раиса Григорьевнăна пĕр çемьене чăмăртаннăранпа 55 çул çитнĕ ятпа район администрацийĕн ЗАГС пайĕн пуçлăхĕ Т.Филиппова, Çавалкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Углова ăшшăн саламланă.

К.ЮРЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика