28 ноября 2015 г.
Пайăк ялĕнчи Мария Никандровна Семеновăпа килĕнче калаçса ларатпăр. Вăл, иртнине куç умне кăларнă май, тарăн йĕрсемпе каскаланнă питне шăла-шăла илчĕ. Аллисем-м? Хытса çирĕпленнĕ. Ĕçпе пиçĕхнĕрен паллах. Мĕн каламалли, йывăр пулнă вăхăчĕ. Колхоз ĕçне хутшăнмалла, çав самантра килти пурнăç пирки те манмалла мар. Çитменнине, ачисем пĕринчен тепри вĕтĕ. Кашнине тăхăнтартмалла, çитермелле – пĕр-пĕринчен уйăраймăн. Куç тулли вĕт, пăхса ытараймăн.
Анчах шăпаран иртмелли çук, улттăран пĕри те юнашар мар халĕ: пурне те пытарма тивнĕ. Çапла, ачисем вăхăт çитмесĕрех çут тĕнчерен уйрăлса кайнă унăн. Мăшăрĕ вилнĕренпе кăçал вун пилĕк çул çитрĕ. Çыхнă шăпăр хуралмасть теççĕ. М.Семенова хуйха-суйха кашнинчех чуна хытарса чăтса ирттерчĕ. Юрать-ха йывăр тапхăрта ăна тăванĕсем, кинĕсемпе мăнукĕсем манмарĕç, ăшă сăмахсем каласа чунне йăпатрĕç. Паян та юратнă ачисемпе мăшăрĕшĕн тунсăхлать сакăрвун тăххăрти Мария Никандровна, анчах нимĕн те тăваймăн, иртнĕ ырă самантсене каялла тавăраймăн. Çук, макăрмасть халĕ вăл, хуйхăпа чулланнă чĕрине кÿршĕсемпе калаçса ăшăтать.
М.Семенова хăйĕн кун-çулне тăван Пайăк ялĕпе çыхăнтарнă. Чăрăшкас Хирлеп шкулĕнче 7 класс пĕтернĕ хыççăн ĕçе кÿлĕннĕ. Вĕренес кăмăлĕ пулнă-ха унăн, анчах та амăшĕ чарнă: унран кĕçĕннисем пиллĕкĕн тан вĕт. Çывăх çыннинче кăна-и айăпĕ, çити-çитми пурнăç та çутă ĕмĕте путлантарнă. Шкула пĕлÿ илме кайманран колхозри ĕçсене хутшăнма тивнĕ. Бригадир ир çинче мĕн хушнă – çавна пурнăçланă. Пултараймастăп тесе нихăçан та турткаланса тăман. Çулла та, хĕлле те канлĕх мĕнне пĕлмен: пурнăçа пĕр тикĕссĕн сыпăнтарса пырассишĕн вăй-халне шеллемен. Кирек епле ĕçре те ĕçченлĕхпе палăрнă. Бригадир е юлташĕсем ырă сăмах калани чунне ăшăтнă, хавхалану хушнă, çапла майпа ĕçлес хастарлăха ÿстернĕ.
Пытармалли çук, çăмăллăхĕ те, йывăрлăхĕ те пĕрлех çÿренĕ. Нушине ытлашшипех тÿснĕ пулин те нихăçан та пуçа усман, хăрăк турат пек хуçăлса ÿкмен, малалла талпăннă. Унăн мăшăрĕ Никон та «Строитель» колхоз ĕçĕсенчен уйрăлман. Иккĕшĕ тенкĕ çумне тенкĕ хушса пынипе строительство материалĕсем туянма вăй-хал çитернĕ. Хыççăн кирпĕчрен купаласа çурт çĕклесе лартнă. Никон Семенов вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă. Тăван кĕтесе – Пайăка аманса таврăннă. Пĕр ял çыннисем пулнăран Никонпа Мария пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕ, çавăнпа та хĕр хăйĕнчен тăхăр çул аслă йĕкĕте турткалашса тăмасăр качча тухма килĕшнĕ. Çамрăксем туй кĕрлеттермен, сĕтел хушшине кĕрсе ларса ятне туса илнĕ те – мăшăрсем пулса тăнă. Шăкăл-шăкăл калаçса пурăннă Семеновсем. Иккĕшĕ мĕн кăна курман-ши? Ултă ачана ура çине тăратасси ăçтан-ха çăмăл пултăр? Шел те, халĕ пĕри те тăван амăшĕн çепĕç сăмахне илтеймест.
Мария Никандровна çитес çулхи январьте 90 тултарать пулин те, хаçат-журнал куçлăхсăр вулать, килти хуçалăхри хăшпĕр ĕçсене те хăй тĕллĕнех пурнăçлать. Çу кунĕсенче анкартинчи курăка çавапа çулма та, çăлри шыва витрепе ăсса кăларса шăварма та пултарать. Ăша эмел ямасть, ку таранччен чирлесе выртнине те астумасть. Вăй-халĕ пуртан икĕ сурăх тытать. Йытă та пур ватăн. Ăна валли кунсерен апат пĕçерет. Çамрăклăх çулĕсенче килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх йышлă усранă, сыснасем çитĕнтерсе сутнă. Халĕ темиçе çул каялли пек çăмăллăн çÿреймĕн, çитменнине çулĕсем хăйсенех тăваççĕ, ĕçлес хăвата чакараççĕ. Пурпĕр аптрамасть Мария Семенова, çирĕплĕхĕ пуртан çын куçĕнчен йăлăнса пăхмасть. «,ç пиçĕхтернĕ», – тет вăл. Иртсе кайнă çамрăклăхшăн тепĕр чух кулянса илет, анчах та çут тĕнче илемĕ, сарă хĕвел çутийĕ ăна çунатлантарать, пурнăçа малаллах тăсма хистет.
Ю.КОРНИЛОВ.