Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юмах та лартрĕç, ăш сăмах та парнелерĕç

28 ноября 2015 г.

Юмах та лартрĕç, ăш сăмах та парнелерĕç

Амăшĕн кунне пуринчен ытла кĕтекенĕсем, ахăртнех – ача садне çÿрекенсем. Вĕсем çывăх çыннисем валли хăйсем ăсталанă парнесене хатĕрлеççĕ, уявсене чĕнеççĕ.

Вăрнарти «Ромашка» ача садĕнче те кашни ушкăнрах амăшĕсене тĕрлĕ енлĕ тĕлĕнтерчĕç.

Вăтам ушкăнрисем юратнă çыннисем ячĕпе юрăсем юрланипе, сăвăсем вуланипе пĕрлех юмах та лартрĕç. Темине ахальтен суйласа илмен: пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕ яланах çивĕч. Юмахри сăнарсем урлă ачасем асăрхавсăр хăварнă çулăм хăвăртах инкек патне илсе çитерме пултарассине кăтартрĕç. Çакă ашшĕ-амăшĕшĕн те асăрхаттаруллă пулчĕ. Кĕçĕннисем вут-çулăмпа, шăрпăкпа çыхăннă тупмалли юмахсене, каларăшсене пĕлессинче тупăшрĕç. Залра пĕр вăхăт çулăм ташши хуçаланнă юмах ырăпа вĕçленнĕ хыççăн ачасем амăшĕсене ăшă сăмахсем парнелерĕç.

С.АНТОНОВА, Л.ГАВРИЛОВА воспитательсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика