28 ноября 2015 г.
Кашни вĕрентекен вăл – хисепе тивĕçлĕ çын. Мана пирĕн шкулта вĕрентекенсем пурте питĕ килĕшеççĕ. Чи лайăххи вара – вырăс чĕлхипе литература учителĕ Надежда Ивановна Кузьмина. Ырă кăмăллă, тарават, тимлĕ, тăрăшуллă, ыйтăва тĕрĕс татса паракан – çакăн пек куратăп эпĕ ăна уроксенче те, ахаль пурнăçра та. Унăн урокĕсем питĕ интереслĕ, темăсене, правилăсене ăнланмалла, уçăмлă чĕлхепе каласа парать, ачасен пĕлĕвне тивĕçлĕ хакласа тĕрĕс паллăсем лартать, çавăнпа та урок сисмесĕрех хăвăрт иртсе каять. Надежда Ивановна хăйĕн пĕлĕвне ÿстерме нумай тăрăшать, ĕçлет, вăл мĕн чухлĕ ытларах çĕннине пĕлет, çавăн чухлĕ ытларах хăйĕн пĕлĕвне пире парать.
Учитель ĕçĕ питĕ йывăр ĕç. Уроксене хатĕрлесси, материал пуçтарасси, тетрадьсене тĕрĕслесси вăхăт тата вăй ыйтать. Уроксемсĕр пуçне Надежда Ивановна 5-мĕш класс ертÿçи. Ашшĕ-амăшĕпе çыхăнăва çирĕп тытса пырать.
София ТАТАРОВА,
Калининăри шкулта 7-мĕш класра вĕренекен.