Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕхсен çулĕ

25 ноября 2015 г.

Раççей Перекет банкĕ республикăри журналистсемпе йăлана кĕнĕ пресс-конференци ирттерчĕ.

Масс-медиапа банк ĕçченĕсен пĕрлехи тĕлпулăвне Чăваш енри уйрăма йĕркеленĕренпе 174 çул çитнине халалларĕç. Ун управляющийĕ Юрий Бычковский кăçалхи тĕп пулăмсене тата проектсене презентацилерĕ.

Ку çулхи мăнаçлăх, паллах, – «Ал тупанĕ» инноваци проекчĕ. Ун йĕркипе республикăри вĕрентÿ учрежденийĕсенче апатланушăн автоматизациленĕ тÿлев технологине пурнăçа кĕртнĕ. Идентификатор вырăнĕнче – вĕренекенсемпе учительсен биометри даннăйĕсем, урăхла каласан, апатланма сканер çумне ал тупанне çеç илсе пымалла, миçе тенкĕлĕх çиессине çеç кăтартмалла.

Юрий Бычковский Чăваш енре ăнăçлă пурнăçа кĕнĕ проектпа ытти регионсем те кăсăкланнине пĕлтерчĕ.

Калас пулать, Чăваш енре паян банкăн 214 офисĕ ĕçлет. Филиал сечĕ 44 объекта пĕрлештерет. Кăçалхи 9 уйăхра уйрăм çынсене 22160 кредит уйăрнă, пĕтĕмпе 6,7 млрд тенкĕлĕх. Потребительсен кредичĕн сумми 22 млрд тенкĕрен иртнĕ. Ипотека кредичĕсем пĕтĕмĕшпе 45 млрд тенкĕпе танлашнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика