Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿлев пирки манасран

25 ноября 2015 г.

Раççей Пенси фончĕн Вăрнар районĕнчи управленийĕ хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсене страхлакан взноссене тÿлемелли вăхăт декабрĕн 31-мĕшĕнче вĕçленессине аса илтерет.

Кăçал вĕсен, енчен те шутлав тапхăрĕнчи тупăшĕ 300 пин тенкĕрен иртмест пулсан, пенси хывăмĕ 18610,8 тенкĕпе, обязательнăй медицина страхлавĕ 3650,58 тенкĕпе танлашать. Страхлакан пая тÿлемесен е туллин тÿлемесен пени хушăнать.

Тупăшĕ 300 пин тенкĕрен иртет пулсан, кунашкаллисен апрелĕн 1-мĕшĕнчен кая юлмасăр пĕтĕмĕшле сумма çумне пĕр процент хушса тÿлемелле.

Пенси фончĕн сайтĕнче «Кабинет плательщика» пайра квитанци илме, тÿлевсен сумми, парăмĕ, ытти çинчен пĕлме пулать.

Паянхи куна районта шутра 972 страхователь, вĕсенчен 603-шĕ – хăй тĕллĕн ĕçлекен çынсем.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика