21 ноября 2015 г.
Юнкун пĕрлехи информаци кунĕнче районта пилĕк информаци ушкăнĕ ĕçлерĕ. Вĕсене Чăваш ен юстици министрĕн заместителĕ Алексей Вязов, ЧР çурт-йĕр инспекцийĕн ертÿçин – тĕп патшалăх инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Елена Миронова, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн Канашри пайĕн ертÿçи Светлана Московская, район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев тата йĕркелÿ, кадрсен тата юридици службин пайĕн пуçлăхĕ Андрей Матвеев ертсе пычĕç.
Ĕçчен çын ĕмĕр мухтавра
Ĕç çынни информаци кунĕн тĕп темине кĕни ăнсăртран мар. Юлашки вăхăтра ĕç рынокĕнче рабочи профессийĕсем çитменни куçкĕрет. Çавăнпах ĕнтĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе çитес 2016 çула ,ç çыннин çулталăкĕ тесе палăртрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев та Упнерте иртнĕ тĕлпулура калаçăва çак темăран пуçларĕ. «,ç çынни хисепре пултăр тесен ачасене пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтармалла», – терĕ вăл пухăннисене ку ыйтăва тимлĕхе илме сĕнсе.
Информаци кунĕн темисене итленĕ май, ял çыннисем те хĕрÿ калаçу пуçаркаларĕç. Пушар хăрушсăрлăхĕн асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн пуçлăхĕ Александр Шурдеев пушарсен шучĕ ÿссе пынине пĕлтерсен ял çыннисем чун ыратăвне пытармарĕç. Сăмахран, акă хĕллехи вăхăтра инкек-мĕн пулас пулсан Солнечнăй урама техникăпа нимĕнле те кĕреймĕн. Кунта виçĕ çул урам хушшине пачах хырмаççĕ, тасатмаççĕ иккен.
Ку калаçу тата тепĕр çивĕч ыйтăва çĕклерĕ. Ял çыннисем Овражнăй урама хăйсен вăйĕпе юсас тесе килсем тăрăх укçа пуçтарнă. Кĕрсе тухма май çук лаптăксене Хапăсран инçе мар вырнаçнă йăтăнса аннă арка склачĕн урайĕн вак чулĕсене тиесе килсе сарас тенĕ. Анчах та ял поселени пуçлăхĕ темшĕн халăха хирĕç кайнă, вĕсене сăтăрçăсем вырăнне хурса ĕçе прокуратурăна çитерме «пулăшнă». Пуçлăхпа ял çыннисен хушшинчи ырах мар хутшăнусем пухура та сисĕнчĕç. Пăртас, Вăрманкас ял поселенийĕсенче иртнĕ тĕлпулусенче те ыйтусем пулчĕç. Пĕрремĕшĕнче çынсем акă фельдшерпа акушер пунктĕнче юсав кирлишĕн, иккĕмĕшĕнче ялсенче электричество напряженийĕ çитменнишĕн пăшăрханаççĕ.
Ыйтусен çивĕчлĕхĕ пур
Çынсене яланах мĕнле те пулин ыйту хумхантарать. Чи çивĕччисене вĕсем декабрĕн 14-мĕшĕнче, Пĕтĕм Раççейри граждансене йышăнмалли кунра, çĕршыв Президенчĕн йышăну пÿлĕмĕсенче, патшалăх органĕсенче тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче пама пултараççĕ. Йышăну вăхăчĕ – 12–20 сехетсенче.
Халăха кальян туртнин сиенлĕхĕнчен сыхлас енĕпе республикăра ятарлă уйăх пыни çинчен пĕлтернĕччĕ. Ун йĕркипе акă ЧР Экономика министерствин специалисчĕсем сентябрь – октябрь уйăхĕсенче тĕп хулари обществăлла апатланун 21 объектне тĕрлĕ критерипе (туртмалли уйрăм зона пурри-çуккине, вентиляци тытăмне, кальян хутăшĕсем çинче вырăсла информаци пурри-çуккине, пушар хăрушсăрлăх нормисене пурнăçланине, залра кальян туртма юраман паллă пуррине тата ыттине те) тĕрĕсленĕ, темиçе кафере кальян турттарма пăрахнă.
Обществăлла палата членĕсемпе наркоасăрхав служби тĕрĕсленĕ 15 вырăнта вара пуринче те çитменлĕхсене тупса палăртнă% вĕсенче алкоголь сутнă, унта çула çитмен çамрăксем пулнă, табак хутăшĕллĕ кальянсем сутнă... Тĕрĕслевсем вĕçленмен-ха.
Ĕçлекен çын тĕрĕс тупăш илни бюджет йĕркеленĕвĕ çине витĕм кÿрет. Анчах та хăш-пĕр ертÿçĕсем налук тиевне чакарас тĕллевпе ĕç çыннисене «сăрă» шалу тÿлеççĕ. Алла вĕсем çав тери сахал укçа илеççĕ, ыттине – «конвертпа». Анчах та çакă пуçлăхшăн кăна лайăх, çынсем вара хваттер туяннăшăн, ачисем тÿлевлĕ вĕреннĕшĕн, тÿлевлĕ медицина тивĕçтерĕвĕсемшĕн налук вычетне туллин тавăраймаççĕ, пенси виçи тивĕçлĕ пулмĕ, банк кредитпа тивĕçтермĕ. Отпуск, компенсаци укçи сахалрах пулĕ.
Республикăра та, районта та кунашкал предприяти-предпринимательсемпе кĕрешеççĕ. Чăваш енри 56 тĕслĕхпе тĕрĕслев ирттернĕ. Пирĕн районта 48 организацире-предпринимательствăра МРОТ-ран та сахалрах тÿлени палăрнă. «Сăрă» шалу тÿлекенсем пирки федераллă налук службин республикăри управленин «вĕри лини» телефонĕпе 8(8352)30-27-89 шăнкăравласа пĕлтерме пулать.
Тĕплĕ юсав-и, тĕплĕ ултав-и?
Нумай хваттерлĕ çуртсене тĕплĕ юсас тĕлĕшпе çирĕплетнĕ программăна çынсем шăпах çак иккĕленÿллĕ шухăшпа йышăнаççĕ. Вăрнар хула поселенийĕнче информкун йĕркипе иртнĕ тĕлпулура вăл каллех чи çивĕччи пулчĕ.
Çурт-йĕр патшалăх тĕп инспекторĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Елена Миронова пухăннисене хăйсен çурчĕ тĕлĕшпе ятарлă счет уçма ыйтрĕ. «Çакă сире пухăннă укçапа кирек хăш вăхăтра та усă курма май парать. Счета регион операторĕ, управляющи компанийĕ е ТСЖ çине уçма юрать», – терĕ вăл тÿлеве пурин те обязательнăй майпа хывмаллине асăрхаттарса.
Çынсен, паллах, ыйтусем нумай. «Мĕншĕн вăл е çурт тĕлĕшпе ытти ĕçсем кирлĕрех чух электротытăма юсассине (вăл кирлĕ мар пулин те) маларах кĕртнĕ?», «Юсавăн мĕнле тĕсĕсене кĕртессине кам суйланă, мĕншĕн халăхран ыйтман?», «Мĕншĕн çĕрĕшнĕ путвалсене, канализацие мар, электроснабжени тытăмне юсаççĕ?», «Хăш-пĕр çуртра пĕтĕм коммуникаци çĕрнĕ, юсав планне вĕсене мĕншĕн 2039, 2040 çулсене çеç кĕртнĕ?»...
Елена Владимировна кунашкал тĕслĕхсене çурт-йĕр инспекцине, строительство министерствине пĕлтерме ыйтрĕ. Çавăн пекех вăл е ку çуртра капремонт тÿлевĕн хывăмĕ тулли (80 % ытларах) пулмасан ĕçсене пухăннă укçа чухлĕлĕх кăна пурнăçланине пĕлтерчĕ.
Район администрацийĕн строительствăпа пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн даннăйĕсем тăрăх, 2014 çулта тĕплĕ юсавăн республикăри прогаммине поселокри 14 çурт кĕнĕ, вĕсенче пĕринсĕр пуçне пуринче те электроснабжени тытăмне юсассине пăхнă. Ноябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне уçă конкурспа ĕçсене пурнăçлас ирĕке çĕнсе илнĕ «Нерон» ТМЯО вĕсенче юсава туллин вĕçленĕ.
Кăçалхи юсав планĕнче сакăр çурт, вĕсем çурт тăррине, вентиляци системине, канализацие юсассипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле ку объектсене юсама 6408,938 пин тенкĕ пăхнă, январь – октябрь уйăхĕсенче 2328,87 пин тенкĕ е 30 проценчĕ пухăннă.
Вăрнарта тĕлпулусем çавăн пекех «Сельэнерго» тулли мар яваплă обществăра, 2-мĕш шкулта иртрĕç. Вĕсенче те тĕплĕ юсав теми тĕп вырăнта пулчĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.
Çул япăх, фельдшер çук, ял ватăлать...
Мĕн кăна ыраттармасть пулĕ ял çыннин чун-чĕрине!
Юнкун пĕрлехи информаци кунĕнче ЧР юстици министрĕн çумĕ Алексей Вязов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ– ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн пуçлăхĕ Вячеслав Горбунов, пушар хăрушсăрлăхĕн асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн дознавателĕ Юрий Иванов Çĕрпел, Хирпуç, Санарпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе куçа-куçăн тĕл пулчĕç, çивĕч ыйтусене хуравларĕç.
Информаци кунĕнчи тĕп темăсенчен пĕри – 2016 çулта Чăваш енре ,ç çыннин çулталăкне ирттересси пулчĕ. Республикăра, районта тĕрлĕ сферăра хастар тимлекенсене, ĕç династийĕсене чыслассине, рабочи профессийĕсен ят-сумне çĕклессине, аслă классенче вĕренекенсене, студентсене каникулта ĕçлеме майсем туса парассине тата ыттине пысăк тимлĕх уйăрĕç.
– Кирек мĕнле профессире тăрăшсан та ят-сум çĕнсе илме пулать, – терĕ Алексей Вязов.– ,çчен çын ялан мухтавра.
Çитес çул июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса августăн 15-мĕшĕччен пыракан Пĕтĕм Раççейри ял хуçалăх перепиçне ирттерме епле хатĕрленни çинчен калаçрĕç. Ял хуçалăх организацийĕсем отчетсем тăратĕç, дача, хушма хуçалăх тытакансем патне килĕрен çÿрĕç. «Переписчиксем килсен алăк хупса лартмалла мар. Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçе пурнăçлама пулăшмалла, тĕрĕс хыпарламалла»,– палăртрĕç информаци кунне ирттерекенсем. Пĕлтернине хăвăртрах пухма пултарччăр тесе переписчиксене хальхи вăхăтри гаджетсемпе – планшет компьютерсемпе – тивĕçтерĕç.
Пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнмасан инкек сиксе тухать. Кăçал республикăра 853 пушар пулнă, çав шутра Вăрнар районĕнче – 46. Икĕ çын çунса вилнĕ, тăваттăшшĕ аманнă. Пушар хăрушсăрлăхĕн асăрхав ĕçĕ-хĕлĕн районти пайĕн дознавателĕ Ю.Иванов «хĕрлĕ автан» ытларах октябрь–ноябрьте хутса-ăшăтмалли тапхăр пуçланнă тата январь–февральте уяв-праçниксем ирттернĕ вăхăтра «ташланине» тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ.«Огнетушительсем машинăсенче кăна мар, килте те пулмалла»,– ăса вĕрентрĕ Юрий Геннадьевич.
Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем конвертпа ĕç укçи илни япăх витĕм кÿни пирки кăсăклансах итлерĕç.
Информаци кунĕсенче халăх влаçпа куçа-куçăн тĕл пулса хăйне канăçсăрлантаракан-пăшăрхантаракан ыйтусене уççăнах калама пултарать. Акă Çĕрпел енчисем каçхине лампăсем сахал çуннипе кăмăлсăр. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Инна Шашкова каланă тăрăх, урамсене электричество çутипе тивĕçтерме кăçал 70 пин тенкĕ уйăрнă пулсан тепĕр çул валли лимита пĕчĕклетнĕ, 50 пин тенкĕ хăварнă. Çавăнпа та Çĕрпел ял тăрăхĕнче укçа перекетлес тесе прожекторсем вырнаçтарассипе тĕллевлĕрех ĕçлеме тытăнĕç.
Ку тăрăх ĕçчен те хастар ĕç çыннисемпе, аталану çулĕпе пыракан ял хуçалăх предприятийĕпе палăрса тăрать пулсан та, юлашки пилĕк çулта çамрăксем ялта юлма пăрахнă. Хуланалла туртăнаççĕ. Кăçал патшалăх программипе субсидие тивĕçнĕ пĕр çемье çеç ялта тĕпленнĕ.
Информаци ушкăнĕ Рункă ялне те çитрĕ. Кунта çивĕч ыйту сахал мар хускатрĕç. Клуб çукран халăх пысăках мар фельдшерпа акушер пунктне пухăннă. Медицина учрежденине 1972–1973 çулсенче хута янă пулнă. Çав вăхăтранпа юсав ĕçĕсем пачах та туман. Стенисем самантра ишĕлсе анма пултараççĕ, электропăралуксене улăштарман пирки пушар тухас хăрушлăх пысăк. Ял депутачĕ Зоя Васильева медпункт пирки шухăшланăран чунĕ кÿтсе килнине каларĕ. «Мĕншĕн Рункă еннелле çаврăнса пăхмаççĕ?»– терĕ вăл кулянса. Тата фельдшерĕ те иккĕмĕш çул çук. Ватă çынсен, уйрăмах йывăр чирлисен, укол тутармашкăн Вăрнара кайма хевти çитмĕ.
Ял халăхне хытах пăшăрхантараканни – ял патнелле каякан асфальт çула юсаманни. Тавраллах пысăк шăтăк-путăксем. Çак сăлтава пулах кунталла автобус та, такси те çÿремеççĕ. Çынсен Вăрнара кайма çула май транспорт кĕтме тивет. Шартлама сивĕре рункăсене пачах та ăмсанаймăн. «Хĕлле шăтăк-путăксем юрпа тулса лараççĕ, рейс уçма пулмасть-ши?»– пĕри те тепри ыйтрĕç влаçрисенчен.
Рункă ялĕнчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри – ЧАССР тава тивĕçлĕ учителĕ, халăх çут ĕçĕн отличникĕ, ЧАССР Аслă Канашĕн депутачĕ пулнă Лидия Алексеева – сăмах илчĕ. «Шкулта вĕрентнĕ чух ачасене сире çутă малашлăх кĕтет тесе хавхалантараттăм,– терĕ вăл ассăн сывласа.– Хальхи вăхăтри пурнăç ÿкерчĕкĕсем вара пачах та чĕреме савăнтармаççĕ». Лидия Владимировна республика, федераци шайĕнчи çулсемпе танах урамсенчисене те пысăк тимлĕх уйăрма ыйтрĕ. Лачакаллă вырăнсене ав васкавлă пулăшу, пушар машинисем кĕрсе тухаймаççĕ. Влаç тытăмĕнче ĕçлекенсем Рункă халăхне май килнĕ таран пулăшма шантарчĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Горбунов, Хирпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Терентьев налуксене вăхăтра тÿлемелли çинчен аса илтерчĕç.
Санарпуç ял тăрăхĕнче пурăнакансене ача пособийĕ пĕчĕк пулни, çав вăхăтрах садикшĕн тÿлемелли хак ÿссе пыни кăсăклантарчĕ.
Е.ПОРФИРЬЕВА.
Яш-кĕрĕме те кăсăклă
Виçĕмкун Вăрнарти 2-мĕш шкулта çамрăксен пĕрлехи информаци кунĕ иртнĕ. 10-мĕш «б» класра вĕренекенсем умĕнче экстремизм, терроризм, хăрушсăрлăх темисемпе районти çамрăксемпе ĕçлекен специалист-эксперт Галина Виноградова, полицин «Вурнарский» пайĕн участокри уполномоченнăйсен тата çула çитменнисемпе ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ Александр Кудрявцев тухса каланă.
А.Кудрявцевăн калаçăвĕ çамрăксене йĕркене пăсассинчен асăрхаттарассипе çыхăннă. Куншăн мĕнле мерăсем йышăннине пĕлтернĕ вăл. Кăçал акă çула çитменнисем хутшăннипе 10 преступлени çырăннă. Г.Виноградова экстремизмла ĕçсене хирĕç районта, республикăра мĕнлерех ĕçсем пурнăçланнипе паллаштарнă.
Хамăр инф.
Ял халăхĕпе тĕл пулчĕç
Хураçырма ялне яваплă вырăнсенче ĕçлекенсем килсе халăхпа тĕл пулса калаçманни чылай пулатчĕ. Акă анчахрах район администрацийĕн экономикăпа пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Акиля Ахметова, Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн Канашри пайĕн начальникĕ Светлана Московская, Ершепуç ял тăрăхĕн администраци пуçлăхĕ Александр Максимов информаци кунĕн темипе çыхăнтарса калаçу ирттерчĕç. Пирĕн ял çыннисене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕç – çитменлĕхсене вăхăтра пĕтерме сăмах пачĕç. Ял çыннисем тĕлпулупа кăмăллă юлчĕç.
А.АЛЕКСЕЕВ.