21 ноября 2015 г.
Шăнкăрав янăрарĕ. Чăрăшкас Хирлепри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта уроксем вĕçленчĕç.
– Киле кайма васкар мар. Çĕнĕ çул уявне кĕтсе илме хатĕрленессипе ĕçлер. Вăхăчĕ хăвăртах малалла шăвать, çавăнпа та Хĕл мучипе Юрпике умĕнче намăс курас мар тесен программăна тĕплĕн тишкерсе тухмалла, ташăсене тата юрăсене вĕренмелле, – пĕлтерчĕ Катя Васильева саккăрмĕшĕнче пĕлÿ пухакансене.
Катя Васильевăпа пĕрле ыттисем те сĕтел йĕри-тавра пуçтарăнса ларчĕç. Çав вăхăтра, вĕсем патне класс ертÿçи Ираида Петрова та çитсе тăчĕ. Ачасем пĕрин хыççăн тепри хăйсен шухăшĕсене уçса пама пуçларĕç. Туслă класра пĕр-пĕрне пÿлсе калаçакан тупăнмарĕ, кашнин сăмахне тимлĕ итлерĕç.
Катя Васильевăна тантăшĕсем хисеплеççĕ, унран тĕслĕх илме тăрăшаççĕ. Мĕншĕн тесен хĕрача вĕренÿре кăна мар, класс тулашĕнчи мероприятисенче те палăрать. Унăн дневникĕнче «5» паллă ытларах. Пытармалли çук, сайраран «4» та çаклатать. Анчах та килте тĕплĕн хатĕрленнĕ хыççăн кăтартăва çийĕнчех лайăхлатать.
– Эпĕ пур предметпа та тăрăшса вĕренетĕп. Çавах та физикăпа алгебра енне туртăм пысăкрах. Çавăн пекех физкультура урокĕ те килĕшет, – пĕлтерчĕ Катя Васильева.
Тăрăшмасăр нимĕн те пулмасть. Хĕрача шкултан таврăнсан амăшне хăш-пĕр ĕçсенче пулăшать те, сĕтел хушшине вырнаçса ларса тепĕр кунхи урока хатĕрленме тытăнать. Кĕнеке вулать-и, е задача шутлать – тимлĕхе малти вырăна кăларса тăратать. Çав вăхăтра хăйне шăллĕ е йăмăкĕ пырса чăрмантарнине чăтма пултараймасть. Енчен те тăруках пулăшу ыйтрĕç пулсан, ниепле те хирĕçлеймест. Ăнланманлăха вара пĕрле пĕтереççĕ.
Катя тĕрлĕ конкурссене хутшăнать. Биологи предметне юратса вĕреннĕрен шкулти «Çамрăк биолог» кружока çÿрет. «Хирлеп ен çăлкуçĕсем» ятпа кун çути куракан стена хаçатне кăларас ĕçре те палăрать.
– Сăвăсем çыркалатăп, анчах хальлĕхе пур йĕрки те виçене ларса пĕтмест-ха. Çавăнпа хамăн ăсталăха ÿстерессипе ĕçлемелли пур, – терĕ саккăрмĕш класс хĕрачи.
Вĕренÿ пособийĕсене алла тытнипе çеç çырлахмасть, пушă вăхăтра илемлĕ литература та вулать. Вырăс авторĕсен произведенийĕсене ытларах килĕштерет. Кĕнекесене шкул библиотекинче илет. Канмалли кунсенче телевизор умĕнче кăна лармасть, уçă сывлăшра çÿреме кăмăллать. Çулла велосипедпа, хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма юратать. Шкулта çăмăл атлетсен секцийĕ пур та – унта графикпе килĕшÿллĕн çÿрет. Çавăнпах районти ăмăртусене те хутшăнать, малтисен йышне те лекет. Катьăн çутă ĕмĕчĕ – аслă пĕлÿ илесси.
– Эпĕ ÿлĕмрен тĕрлĕ олимпиадăсене хутшăнса тавракурăма ÿстересшĕн, ăс-хакăла пуянлатасшăн, – сăпайлăн калаçрĕ К.Васильева.
Мĕнех калăн, пĕтĕмпех хăйĕн аллинче. Лайăх вĕренсен çитĕнÿ те пулать.
Ю.КОРНИЛОВ.