Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уйрăм сменăран – хисеппе

21 ноября 2015 г.

Уйрăм сменăран – хисеппе

Аçăмçырминчи вăтам шкулта вĕренекенсем Светлана Матвеева, Денис Зиновьев, Даниил Данилов тата Анастасия Семенова Пĕтĕм Раççейри «Орленок» ача-пăча центрĕнче уйрăм сменăра канма пултарчĕç. Ку тивĕçе вĕсем пĕлтĕр Мускавра иртнĕ «Хăрушсăрлăх кустăрми» конкурса хутшăнса çĕнсе илчĕç.

Лагерьти программа тулăх пулнă. ГИБДД инспекторĕсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕпе, правилисемпе ирттернĕ занятисенче чылай пĕлÿ илнĕ вĕсем.

Лагерьтен ачасем медальсемпе дипломсем илсе таврăннă. «Пять плюс пять!» конкурсăн «Открытка» номинацийĕнче акă Светлана Матвеева виççĕмĕш, чупура иккĕмĕш вырăн йышăннă. «Свежие идеи – яркие проекты» конкурсра грамотăна тивĕçнĕ.

«Звездный» лагерĕн первенствинче кĕске дистанцие чупассипе Даниил Данилов та палăрнă, пĕрремĕш пулнă. Çавăн пекех вăл хăйĕн хастарлăхĕпе «Звездный ребенок» сертификата илнĕ.

Аçăмçырмисем футбол, компьютер, çарпа патриотизм, тăмпа ĕçлес кружоксене çÿренĕ. Ытти регионсенчи ачасемпе паллашнă.

О.НИКОЛАЕВА,

директорăн вĕрентÿпе воспитани енĕпе ĕçлекен заместителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика