18 ноября 2015 г.
Ачасен садиксенчи апатланăвĕшĕн ашшĕ-амăшĕ хывакан тÿлев виçи – чăннипех çивĕч тема. Ăна пысăклатас ыйтăва çĕклерĕç те – ку тÿрех пурне те калаçтарма тытăнчĕ. Çавăнпах-тăр ЧР вĕренÿ министрĕ Владимир ИВАНОВ журналистсемпе курнăçрĕ, ыйтăва уçăмлатрĕ.
Владимир Николаевич палăртнă тăрăх, сăмах чи малтанах ачасен апачĕн пахалăхĕ пирки пырать. Хака ятарласа пысăклатас тĕллев çук. «Хăш-пĕр районти е хулари садиксенчи апат-çимĕç ытла та йÿннине куратпăр та – тÿрех ыйту çуралать: кунашкал хак мĕнле йĕркеленет? Ача садикре 12 сехет пулать-тăк – апат хакĕ 70 тенкĕрен кая мар пулмалла. 10 сехет-тĕк – 50 тенкĕрен кая мар». Хака çак виçесенчен пĕчĕкрех палăртни тÿрех апат-çимĕç пахалăхĕ тĕлĕшпе иккĕленÿ çуратма тивĕç. Владимир Николаевич шучĕпе, çак лару-тăрура хаксем ÿсни пирки кăна мар, чакни çинчен те калаçма пулать. Çÿлерех асăннă виçерен пĕчĕкрех пулмалла мар, çав вăхăтрах чи пысăк виçерен те ирттерсе яма юрамасть. Ăна 107 тенкĕ шайĕнче чикĕленĕ. «Экономика аталанăвĕн министерстви пире тĕрлĕ апат-çимĕç хакĕсене пĕлтерет, çак статистика тăрăх меню хатĕрлетпĕр», – терĕ министр ачасен апатланăвĕн хакĕ мĕнле йĕркеленнипе паллаштарса.