18 ноября 2015 г.
Пуканкасси ялĕнчи Ольга Федоровнашăн ирпе тăрсан ялан васкавлă ĕç пур: ĕне сумалла. Паян та хăйĕн тивĕçне вăхăтра пурнăçларĕ. Выльăха апат парсан тин пĕр самантлăха лăш пулчĕ. Пÿрте кĕчĕ.
– Упра хăвна, канма пĕл. Эсĕ пурнăçра ыррине те курнă, нушине те сахал мар тÿснĕ. Хăвна хĕрхенмесĕр ĕçленĕ, халĕ, пенсие тухни тахçанах пулин те, ватлăха лăпкăн ирттерме пултараймастăн, – ăшшăн калаçрĕ мăшăрĕпе Павел Федоров.
– Ытлашши пилĕкне ан хуç тесе каласшăн пулĕ-ха. Çук, пултараймастăп ĕçлемесĕр эпĕ. Акă çамрăк чухне хĕвелпе пĕрле бригада ĕçне тухса кайнă та тавралăх тĕксĕмленсен çеç таврăннă хăш-пĕр кунсенче, – сăмаха шутарчĕ Ольга Федорова.
Иртнĕ самантсене куç умне кăларас килмерĕ унăн. Çавах та кĕскен çапла каларĕ:
– Мĕн хушнине ялан чун-чĕререн тăрăшса пурнăçланă.
– Эпĕ те сан пекех çивĕчлĕхпе палăрнă, – терĕ Павел Федорович.
– Ура çине ир пуснисем чăтăмлă та тÿсĕмлĕ пулаççĕ теççĕ. Тĕрĕсех иккен. Эпир санпа пилĕк ывăлпа пĕр хĕре кун çути парнелерĕмĕр. Мухтанни мар-ха ку, алăра утьăкка нумай вăхăт сиктерсе ларман, ача çуралнă хыççăн виç-тăватă уйăхранах ĕçе тухнă, – пĕлтерчĕ мăшăрĕ.
Калаçу çиппи малалла тăсăлнă май хыçа юлнă вăхăтсене ăшшăн аса илчĕç. Иккĕшĕ те пурнăçа ăнтарса пырассишĕн чун хавалне хĕрхенмен. Укçи-тенки пит кирлĕ пулнă çав. Ачи-пăчине çитĕнтерме те, кил-çурта çĕнетме те. Пĕр çулхине пÿрчĕ кĕлпе витĕннĕ. Ял çыннисем тата тăванĕсем пулăшнипе кĕске хушăра кирпĕчрен купаласа çурт çĕклесе лартнă. Павелпа Ольга 1959 çулта пĕр хушаматлă пулса тăнă. Каччă Малти Ишек ялĕ витĕр час-часах çÿренĕ. Ольгăна пĕрре мар асăрханă, чунĕ хĕр енне туртăннăран пырса паллашнă. Çамрăксем каçсерен пĕр-пĕринпе тĕл пулман. Килĕштернĕ те – çемье çавăрнă. Пурнăçа пĕлмелли çук, ултă ачинчен пĕри çут тĕнчерен вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Федоровсем халĕ тĕп килте иккĕшех. Ачисен, пурнăç çулĕ çине тăнăскерсен, хăйсен кил-çурчĕ. Мăшăрсем кичемлĕх мĕнне пĕлмеççĕ. Павел Федорович сакăрвун виççĕре пулин те çу кунĕсенче тăтăшах килти Т-40 маркăллă тракторне тапратать те, пĕр-пĕр ĕç пурнăçламасăр та пÿрте кĕмест. Агрегачĕсем çителĕклех. Ку çеç-и, тепĕр трактор та пур.
– Трактористра нумай çул ĕçлерĕн вĕт эсĕ, – терĕ Ольга Федорова.
– 56 çул техникăран уйрăлмарăм. Çăмăл марччĕ: суха та тунă, тырă та акнă – шанăçа тÿрре кăларса пыма тăрăшнă. Лайăх ĕçленĕрен 1982 çулта трактористсен бригадирне çирĕплетрĕç. Ку ĕçе вунвиçĕ çул туса пытăм.
– Отпуск вăхăтĕнче те килте лараймастăнччĕ вĕт.
– Çапла, тăрăшнă, хĕл кунĕсенче вăрмантан тухма пĕлмен тесен те юрать. Йывăçсене касса вакланă, хыççăн турттарнă, – хăпартланса калаçрĕ Павел Федорович.
– Халĕ пурнăç ĕлĕкхи мар, пÿрте вутăпа хутса ăшăтас çук. Нимĕн те калаймăн, канлĕхре пурăнатпăр.
– ,çе алăран вĕçертменрен сакăрвуннăран иртнине сиссе те юлаймарăмăр, – кăмăллăн пуплерĕ кил хуçи арçынĕ.
П.Федоров хĕрĕхе çитсен чĕлĕм туртма пăрахнă. Унччен вара ăна кунсерен мăкăрлантарнă. Эрехрен 46-ра сивĕннĕ. Уявсенчен кăшт сыпса панипех çырлахать халĕ.
– Калаçса ларнă самантра сехет йĕппи малалла шунине те сисместĕн. Çутă куна усăсăр ирттерес мар, тула тухса ĕçлес, – хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ ватă.
Ольга Федорова мăшăрĕн сăмахĕсене хирĕçлеме пултараймарĕ.
Ю.КОРНИЛОВ.