Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий ФЕДОРОВ контр-адмирал: «Анне халалĕн вăйĕ тинĕсрен те, океанран та хăватлăрах»

18 ноября 2015 г.

Валерий ФЕДОРОВ контр-адмирал: «Анне халалĕн вăйĕ тинĕсрен те, океанран та хăватлăрах»

Валерий Андреевич Федоров контр-адмирал 1949 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Услапа ялĕнче çуралнă. Хăмăшри сакăр çул вĕренмелли, Калининăри вăтам шкулсенчен лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. Тинĕс-çар флотĕнчи çитĕнĕвĕсем çинчен «Советская Чувашия» хаçатăн çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи пĕр номерĕнче республикăра пуринчен те маларах çырса пĕлтернĕ ентешне – Валерий Кошкин журналиста тата офицера вăл хăйĕн пурнăçĕ çинчен тĕплĕнрех каласа пама килĕшнĕ.

– Аван-и, хаклă ентешĕм, ача чухне Хирлепре чăмпăлтатнине, çуллахи кану кунĕсенче Çавалта лашасене шыва кĕртнине пĕрле аса илер-ха.

– «Броневик» колхозăн пĕрремĕш бригади яланах малта пулнă: лашисем те тĕреклĕччĕ, çыннисем те мал ĕмĕтлĕччĕ. Пирĕн вăхăтра ĕçрен пăрăнса, ĕçкĕ-çикĕпе айкашса çÿрекенсем çукчĕ, ачи-пăчи те йĕркеллĕччĕ. Колхозне паян кун та пĕтерменни лайăх, пĕччен хулă хуçăлать, тенĕ чăвашсем – пĕрлешсе ĕçлеме, пĕр-пĕрне ниме туса пулăшма хăнăхнă. Ферма çурчĕсене шуратсах тăни чуна савăнтарать. Халăх пурнăçне те шуратмалла, çутăрах та ырăрах сăн кĕртесчĕ ăна.

– Уралти вакунсем тăвакан завод çумĕнчи профессипе техника училищине епле майпа лекрĕр-ха?

– Кăштах романтикăпа та çыхăннă пулĕ ку – Михаил Кошкин конструктор Анат Тагилре çĕнтерÿ танкĕсене кăларнине илтнех ĕнтĕ. Çав вăхăтрах рабочи профессине алла илнĕ хыççăн часрах ĕçе вырнаçса хăвăртрах ура çине тăрас, аннене укçа-тенкĕпе кăштах та пулин пулăшас килетчĕ.

– Пĕррехинче, ку вăл эсĕ Тинĕс-çар флочĕн академине вĕренме кĕнĕ хыççăн пулас, эпир санпа Услапара, аннÿ килĕнче, Ленинградра пурăннă аякри тăванăрпа Василий Матвеевпа пĕрле тĕл пулнăччĕ. «Вĕренсе тухсан Шупашкарта сан валли ĕç тупăнать-ши, ывлăм?» – тенĕ аннÿн ыйтăвĕ яланлăхах асра юлчĕ. Кашни отпускрах хĕле валли вутă-шанкă татса-çурса хăвараттăнччĕ те çын куçĕнчен пăхтарасшăн марччĕ пулас вăл сана, çывăхарах илсе килесси палăратчĕ: «Атăлта ишекен карап та пулин тупăнаймасть-ши саншăн?» – тетчĕ. Нушаллă, тертлĕ пурнăçа нăйкăшмасăр чăтса ирттернĕ, пĕччен çитĕнтернĕ ачисене пысăк ăс-тăнпа чунлăх, ĕçченлĕх парнеленĕ Амăшĕ умĕнче манăн пуç таяс килет.

– Шел пулин те, шăпа темелле-ши ăна е урăхларах, Тинĕс-çар флотĕнчи служба çемьерен аякра иртнĕрен, тепĕр чухне çур çул е çулталăкĕпех киле те таврăнаймастăн. Анчах та Тăван çĕршыв умĕнчи таса тивĕç вăл, кирек ăçта пулсан та, аннесене хÿтĕлесси, вĕсен ятне çÿлте тытасси. Анне пехилĕн вăй-халĕ тинĕс-океанран та хăватлăрах. Матроссем, хамран йывăрлăхсене çĕнтернин сăлтавне ыйтсан, эпĕ яланах «Манăн анне пур, çав пулăшать те!» – теттĕмччĕ. Хăйсен амăшĕсене аса илетчĕç-ши, мана ашшĕ е пиччĕшĕ вырăнне хурса хаклатчĕç. Шутсăр çирĕп ыйтнă, наказани те панă, анчах мĕн савăнтарать-ха? Йĕрке тытнă, çавăнпа хамăн матроссене пурне те амăшĕсене каялла чĕррĕн тавăрса пама Турă ирĕкĕ пулчĕ.    

– Мĕнпе аса юлчĕç-ха инçетри походсем?

– Ленинградри Ф.Э. Дзержинский ячĕллĕ Тинĕс-çар инженери аслă училищин карапсем тăвакансене хатĕрлекен факультетне 35 каччă вĕренме кĕтĕмĕр. Диплом илсен мана Лăпкă океан флотне ячĕç. Кĕçех çĕнĕ проектпа ăсталакан пысăк карап çинче службăра тăма каялла Европăна, Калининградри «Янтарь» завода ăсатрĕç. Владивостокран Совет Гаваньне, Хабаровскран Мускав урлă çитрĕм вырăна, çĕршыв анлăшĕнчен тĕлĕнтĕм, малашне çак илеме, çак пуянлăха хÿтĕлемеллине курса-туйса илтĕм. Çĕнĕ карапа тума хам хутшăнни унăн ăш-чикне тĕплĕн тĕпчени каярахпа çак «Разумный» ятлă карапа океансем тăрăх илсе çÿренĕ чухне чылай пулăшрĕ.   Балти флотĕнче çакăн йышши карапсем пулнă-ха, анчах вĕсем Кубăран кăнтăртарах ишмен, пирĕн вара, Суэц каналĕнче минăсем нумай пирки, пĕтĕм Атлантика урлă кайса, Африкăн Кăнтăр сăмсахне çитме тиврĕ. Пĕрремĕш чарăну Гвинея республикин тĕп хулинче Конакрире пулчĕ, унтан Инди океанне çул тытрăмăр, Сомалири Бербера портне кĕтĕмĕр. Экваторта çанталăк питĕ шăрăх, Хĕрлĕ тинĕсри шыв температури 32 градуспа танлашать. Холодильникри фреон чăхăмлать, кондиционерсем «уксахласшăн», дизель-генератор асапланать. Кисимайо портĕнче банан ращине экскурсие илсе кайрĕç. Халăхĕ кунта ĕçме юрăхлă шывсăр антăхать, ман куç умне вара Хирлеп хĕрринчи шăнкăр-шăнкăр юхакан сивĕ те техĕмлĕ çăлкуç шывĕсем тухса тăратчĕç. Сăмахран, эпир çула 60 тонна таран ĕçме юрăхлă шыв илсе тухаттăмăрччĕ.

Совет карапĕсем кăна мар, американсен те чылайччĕ портра. 1975 çулта Владивостока таврăнтăмăр, мана 15 матроспа старшина тÿррĕн пăхăнса тăратчĕç те кашнин ятне-шывне паянччен те манман. Тепĕр çур çултан Камчатка Петропавловскне куçрăмăр, темиçе хут Курил утравĕсенче пултăмăр, Охотски тинĕсе кĕрекен проливсенче Америкăн шыв айĕпе çÿрекен киммисене шыраса йĕрлерĕмĕр.

– Тинĕс çулĕ те тикĕс мар, теççĕ.

– 1977 çул уйрăмах йывăр килчĕ, хамăн тивĕçе хÿтĕлесе хăварма тăрăшни хакла ларчĕ, мана ăнсăртран тенĕ пек Амур çинчи Комсомольск хулине, ишекен док çине куçарчĕç, каярахпа Вилючинскри заводра тинĕс айĕпе çÿрекен кимĕсене юсама тиврĕ, док командирĕ пулса тăтăм. 1983 çулта Камчатка çыранĕсем çывăхĕнче шыв айĕпе çÿрекен атомлă кимĕ путсан, Главком начальникĕ А.М.Геворков вице-адмирал ăна юсаса хăтарма хушу парса хăварчĕ. Шанăçа тÿрре кăлартăмăр, мана 1985 çулта «СССР Хĕçпăшаллă Вăйсенче службăра тăнăшăн» виççĕмĕш степеньлĕ орденпа наградăларĕç.

– Çав çулах эсĕ каллех карапсем тăвакансене хатĕрлекен факультета, ку чухне – çĕршывăн Тинĕс-çар флочĕн академине, вĕренме кĕме пултарнă.

– Мана Калининăри вăтам шкулта та, çар училищинче те математикăна питĕ лайăх вĕрентни пулăшрĕ, «пиллĕк» илекенни урăх сахал пулчĕ.

– Пĕлетĕн-и, ку сăмахсене эпĕ ытти ентешсенчен те нумай илтнĕ. Пĕррехинче çапла, Киевран командировкăран таврăннă чухне, Мускавра поезд çине сирĕн ялти Веня Волков ларчĕ, çар академийĕн колоннипе парада хутшăннă иккен. «Йывăр мар-и вĕренме?» – ыйтрăм та пулас полковникран, вăл пĕр саманта аса илчĕ. Профессор питĕ кăткăс задача панă, ушкăнра нихăшĕ те шутлайман. «Хресчен ачи Волков, тух-ха, кăтарт çак генерал ывăлĕсене задачăсене еплерех шĕкĕлчемеллине», – тенĕ. Тăхтавра пĕри те тепри пирĕн ентеш мĕншĕн-ха вĕсенчен лайăхрах чухланине пĕлесшĕн пулнă. «Мана математикăна Калинино салинчи шкул директорĕ Нарышкин наука кандидачĕ вĕрентнĕ, ылтăн медаль панă тата мана пĕччен пăхса ÿстернĕ аннен чĕри ылтăнран пахарах», – пулнă ун хуравĕ. Ытти экзаменсене мĕнлерех паллăсемпе тытнăччĕ?

– Чи йывăрри акăлчан чĕлхи пулчĕ, «тăваттă» лартрĕç, çар училищине кĕнĕ чухне вара физкультура тавра кулăшла ĕç пулса иртрĕ. Эпир шкула Николай Сорокинпа хĕлле кашни кун йĕлтĕрпе çÿреттĕмĕр, ялта ятарлă секцисем çук пулсан та лайăх спортсменсем шутланнă. Тĕслĕх илмелли çынсем пурччĕ пирĕн таврара: Украина экс-чемпионĕ Геннадий Репин çăмăл атлет, Киргизи чемпионĕ пулнă Савелий Галкин самбист, Калинино шкулĕн чыс-мухтавĕ, Европа рекордсменĕ Виктор Андреев штангист, Услапари Павел Ионович Сорокинăн спорт çемйи, Толя Лаврентьев, ыттисем... Борис Алексеевич Еремин физрук дистанцирен пăрăнса çырмара тăрса юласран бинокльпе çирĕп сăнатчĕ те блокнот çине хушаматсем çыратчĕ, темшĕн аттестатра паллă лартма май килтереймен вара. Асăрхарĕç. «Турник çинче çĕкленсе кăтарт-ха», – теççĕ шанмасăртарах. «Аллă… утмăл... çитмĕл... çитмĕл çиччĕ – çитет, тренерна – мухтав!» – терĕç, йышăнчĕç.

– Академи хыççăн Мускава направлени панă, Тинĕс çар флочĕн карапсем юсас енĕпе ĕçлекен Тĕп управленийĕнче тăрăшнă, техника пайĕн начальникне çити ÿснĕ. 1992 çулта пĕрремĕш рангри капитан (çарти полковникпа танлашать) званиа илме тивĕçнĕ. Çапла вĕт?

– Çав çулах Тинĕс-çар флочĕн Балтийскри номерлĕ заводне ертсе пыма шанчĕç. Самани йывăр пулсан та, ĕç укçи вăхăтра тÿленĕ, коллектив питĕ лайăхчĕ, Мускавпа та, Балти флочĕн командованийĕпе те, вырăнти влаçсемпе те тачă çыхăнса ĕçленĕ. 1995 çулта мана «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орденăн медалĕпе чысларĕç. 1996 çулта Раççей Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Тинĕс-çар флочĕн карапсем юсас енĕпе ĕçлекен Управленийĕн начальникĕ пулма çирĕплетрĕç. 1999 çулхи декабрьте контр-адмирал званине илме тивĕçрĕм. Çак тапхăрта хама шанса панă мĕнпур завода упраса хăварма май килчĕ, нихăшне те панкрута кăларман, сутса яман. Кронштадтри тинĕс заводĕнче Алжир республикин карапĕсене юсани, Росляковский заводри док çине «Курск» кимме юсама лартни, пĕтĕм тĕнчери программăсем тăрăх карапсене утилизаци туни манăçа тухмасть. Чĕрере ырă мар йĕр хăвараканни Хура тинĕс флотне пайланипе çыхăннăччĕ, Украина енчен Бескоровайный текенскер пулнăччĕ. Тахçан пĕрле вĕреннĕ, службăра пулнă çынсемпех хире-хирĕç тăма тиврĕ.

– Туссем çав-çавах ытларах пулнă пулĕ?

– Анне çапла калатчĕ: «Валерка, никама та, нихăçан та чулпа ан пер – çĕр чăмăрĕ çаврака, хăвнах пырса тивет». Кÿрентерме хăтланнă çынна та тавăрма шутламан. Пĕринче çамрăк курсант практикăна пычĕ, хушамачĕ хăлхарах та ачи айăплă мар ĕнтĕ, «пиллĕк» паллă лартса патăм та ашшĕне салам калама хушрăм. Хăюлăха урăхларах ăнланма Федя ятлă моряк-пиччерен хăнăхнă, Якур куккаран вĕреннĕ – орден илме тивĕçнĕ çар капитанĕ, вăрçă инваличĕ пулсан та, еплерех йăрт-ярт! утатчĕ, унăн ура йĕрри çине лекме тăрăшаттăмăр. Тата тепĕр тĕслĕх. «Кузнецов» авианосец çинчи летчиксемпе тĕл пулсан, вĕсен ăсталăхĕнчен тĕлĕнсе: «Мĕнле-ха пысăк океанра самолета карап çине тĕрĕс антарса лартма пултаратăр?» – тесе ыйтрăм. «Çĕр çине 20 сантиметр сарлакăш хăма хурăр та ун тăрăх утса пăхăр», – теççĕ, «Çăмăл!» «Халĕ вара çав хăманах пилĕк хутлă çуртсем хушшине хурăр та тепре – малалла! 330 метр тăршшĕ авианосец çине эпир çапларах анса ларатпăр», – теççĕ.

– Тепĕр хăюлăх вăл, паллах, юратăва, çемье ăшшине çулсем хушши упраса хăварма пултарнă мăшăру.

– Ăна Лена тесе чĕнеççĕ, чăннипех чун хĕвелĕ пулчĕ, ун пек ятли тăвансем хушшинче те пур. Ывăлăм Бауман ячĕллĕ университетра пĕлÿ пухрĕ, хĕрĕм – Плеханов ячĕллĕ академире.  

– Калининăри вăтам шкулти юнгăсен класĕ санăн ятупа хисепленет, вĕсене эсĕ парнеленĕ тельняшкăсем ăшăтаççĕ, кадетсем вара Мускавра хăйсене тараватлăн кĕтсе илнине ырăпа хакласа аса илеççĕ. Мĕн-ха вăл саншăн – çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парасси?

– Океанра чухне сăнатăн та – карап çинче кĕвĕ ярсанах сан хыççăн дельфинсем ушкăнĕпе ярăнса пыраççĕ, кĕвĕ чарăнсан вара тунсăх авăрне чăмса çухалаççĕ. Çамрăксене Тăван çĕршыва юратма, ĕçлесе унăн хăватне ÿстерме чун кĕввипе хăнăхтармасассăн çав пушă вырăна ютти пырса кĕрес хăрушлăх пысăк. Ачасем яланах пĕчĕк юлмаççĕ, вĕсем – пирĕн пуласлăх!

– Тавтапуç, Валерий Андреевич, тĕплĕ калаçушăн. Пирĕн шухăш-кăмăлсем пĕр пек пулнишĕн хаваслантăм. Тăван шкул юбилейĕнче тĕл пуличчен!

Валерий КОШКИН, отставкăри полковник.

Хăмăш.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика