18 ноября 2015 г.
Пĕлтĕр эпĕ темле хаçатра улăм витсе çĕрулми лартса ÿстерме май пуррине вуланăччĕ. Кăçал ăна 3 сотăй çинче çак меслетпе лартрăм. Чăннипех те ĕç ăнчĕ, çĕнĕлĕх кăмăла кайрĕ. Çитес çул çак меслетпех пысăк лаптăк çинче çĕрулми лартса çитĕнтересшĕн. Пытармастăп, «иккĕмĕш çăкăр» улăм айĕнче чăннипех те лайăх çитĕнет. Кăларма вăхăт çитсен улăма сиртĕм те куç умне чышкă пысăкăшскерсем тухса выртрĕç. Кашни тĕмре – 5–6 шар çĕрулми. Тап-таса вĕсем. Çĕр çийĕнче выртаканскерсене пуçтарса илме те меллĕ. Алла калак та тытас çук, хăш-пĕрисем кăшт çеç çĕр айне кайнă. Вĕсене çăмăллăнах алăпа сирсе е кĕреплепе туртса кăларма пулать.
Ку меслетпе çĕрулми лартса-туса илесси чăрмавлă мар. Енчен те кĕркунне çĕре сухаласа хăварнă пулсан, çуркунне çиелтен сÿрелесе тикĕслемелле çеç. Çĕр типессе кĕтмесен те юрать, çĕрулми вăрлăхне сухан пек çĕр çине кăшт чиксе тухмалла. Унтан çиелтен улăмпа витмелле. Тепĕр лайăх ене те палăртас килет. Унччен курăк ÿснĕ вырăна кĕркунне сухаласа хăвартăм. Çеремĕн курăклă енĕ аяла пулчĕ. Çуркуннепе тикĕс мар вырăнсене тимĕр сÿрепе сÿрелесе, шăтăк-путăксене тикĕслерĕм. Çĕрулмине кĕрекен вырăна пăрахса тухрăм. Унтан çиелтен улăмпа витрĕм. Çĕнĕрен сухаланă çеремлĕ çĕре ваклаймасăр «иккĕмĕш çăкăра» лартаймăн. Кунашкал çĕр çине тĕштырă акса хăварсан тин майланĕ. Çĕрулми вара çеремлĕ çĕр çинчех питĕ лайăх ÿсет. Çитменнине, улăмпа витнĕрен çумкурăк та ашкăрмасть.
Халĕ комбайнсем уйри тырра вырнă май унтах пăрахса хăвараççĕ, кайса пуçтарма анчах ан ÿркен. Эпĕ çĕрулми лартса çитĕнтерекенсене çак çĕнĕ меслетпе усă курса ĕçлеме сĕнетĕп.
А.АЛЕКСЕЕВ.