14 ноября 2015 г.
Ача-пăча декларацине йышăннă кун (ноябрĕн 20-мĕшĕ) тата Раççей Конституцийĕн кунĕ (декабрĕн 12-мĕшĕ) ячĕпе Чăваш Республикинчи ачасен прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ В.Рафинов конкурс пуçарнă: «У меня есть права, у меня есть обязанности». Унта шкул ачисемпе вăтам специальность паракан вĕренÿ заведенийĕсен студенчĕсем хутшăнма пултараççĕ. Вăл виçĕ номинаципе иртет: «Литература произведенийĕ: эссе, сочинени, сăвă», ÿкерчĕксем тата видеосюжет. Декабрĕн 12-мĕшĕччен ĕçсене çак адрессемпе тăратмалла: электронлă адрес: ombudsman@cap.ru, почтăпа: 428000, Шупашкар хули, К.Иванов урамĕ, 84-мĕш çурт. Ыйтса пĕлмелли телефон (8352) 58-41-01.