Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ шкулсем пулĕç

14 ноября 2015 г.

Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев РФ Правительствин Председателĕ Дмитрий Медведев ертсе пынă селектор канашлăвне хутшăннă. Унта Раççей регионĕсенчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вĕренÿ организацийĕсенче çĕнĕ вырăнсем йĕркелессипе çыхăннă программăна сÿтсе явнă. Раççей Правительстви палăртнă тĕллевпе федераци субъекчĕсен ку тĕлĕшпе хăйсен программине хатĕрлемелле. Çавăнпа Михаил Игнатьев вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене çĕнĕ шкулсем тума çĕр лаптăкĕсем уйăрма хушнă. «Раççей шайĕнчи пĕлтерĕшлĕ проекта пурнăçлама виçĕ триллион тенкĕ кайĕ. Ку шутран икĕ триллионне (2/3 пайне) федераци бюджечĕ уйăрĕ. Ытти укçа-тенкĕ (1/3 пайĕ) регионти тата вырăнти бюджетран тухĕ», – палăртнă вăл. 2016 çулта программăна пурнăçлама тата çĕнĕ шкулсем тума регионсене 50 млрд тенкĕ укçа уйăрмалла. РФ Вĕренÿ министерствин тĕллевĕпе виçĕ çулта федерацин кашни субъектĕнче пĕрер шкул хута каймалла. Çакă çитес çулсенче вĕренекенсен йышĕ ÿснипе çыхăннă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика