14 ноября 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне тата «Чăваш Республикинчи нумай ачаллă çемьесене çĕрпе тивĕçтересси çинчен» саккуна пурнăçласа республикăра çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерме 6550 çемьене учета илнĕ. 3626 çемьене тивĕçтернĕ.
Муниципаллă пĕрлĕхсенче çĕр лаптăкĕсем çитменнине юнашар вырнаçнă çĕрсен шучĕпе саплаштарма тăрăшаççĕ. Вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем хăйсен ял-хула поселенийĕсен генеральнăй планĕсене улшăнусем кĕртессипе тимлеççĕ.
Пирĕн районта çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă нумай ачаллă çемьесем 252, вĕсенчен 152-не лаптăксемпе тивĕçтернĕ. Çемьесен хутне кĕрсе Упнер, Хирпуç ял тата Вăрнар хула поселенийĕсен чиккисене анлăлатассипе ĕçсем пыраççĕ. Вăрнар районĕнче ку çĕр лаптăкĕсене хушма хуçалăх тытса пыма ытларах илнĕ, дача çĕклекенсем те пур. Анчах та, шел, нумайăшĕ çĕр лаптăкĕсене васкасах илет пулин те усăсăрах вырттарать...
Оксана Гудзе,
виçĕ ача амăшĕ, Вăрнар поселокĕ:
– Кăçал пирĕн çемье йышланчĕ, виççĕмĕш хĕр – Мирослава– çуралчĕ. Аслисем – Светланăпа Татьяна – Вăрнарти 2-мĕш вăтам шкулта вĕренеççĕ. Нумай ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр çавăрма, дача çĕклеме, хушма хуçалăх тытса пыма тÿлевсĕр çĕр лаптăкĕсем уйăрса пани çунатлă ĕмĕт-тĕллевсене пурнăçа кĕртме май парĕ. Эпир дача çĕклесе лартасшăн. Вара пахчаçимĕçне те хамăрах туса илĕпĕр. Ачасем те ĕçе хăнăхĕç. Хальхи вăхăтра çĕршывра демографи лару-тăрăвне лайăхлатассипе тĕллевлĕ тăрăшаççĕ. Виçĕ е ытларах ачаллă çемьесем акă амăшĕн капиталне федерацирен кăна мар, республикăран те илеççĕ. Ку вăл чăннипех пысăк пулăшу. Эпĕ Раççей, Чăваш ен правительствисене чун-чĕререн тав тăватăп.