14 ноября 2015 г.
– Чим, паллаймарăм эп сире, кам пултăр çав эсир, – тинкерчĕ ман çине çулĕсемпе çулланнăскер.
– Ку яла килсеччĕ... – тăруках ним калама аптрарăм ăна.
– Такама шыратăр пулĕ-ха, – сăмахларĕ ватă.
Хам мĕн сăлтавпа Пуканкассине килнине пĕлсен тин калаçма кăмăл турĕ Валентина Васильева. Сăмах çине сăмах – унра ăшă кăмăл пурри кĕске хушăрах сисĕнчĕ.
– Эпĕ сакăрвунвиççĕре халь, пенсие тухни тахçантанпах. Пурнăç телейне тăван ялтах тупрăм, – пĕлтерчĕ вăл.
– Эсир Пуканкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ-и?
– Тĕрĕсне калатăр. Шкулта тăватă класс пĕтернĕ хыççăн хуçалăх ĕçне кÿлĕнтĕм те – тăван уй-хиртен тек уйрăлмарăм. Шел пулин те, нумай вĕренеймерĕм, – пуçне пĕкрĕ Валентина Ивановна.
Пĕлÿ çителĕклĕ илейменрен аванмарланчĕ-ши, тăруках калаçма чарăнчĕ. Манăн та çав самантра унăн чĕрине ăшăтма пултаракан сăмах тупăнмарĕ. Ватăна ăнлантăм: иртнине аса илме питех те йывăр. Акă пĕр-икĕ минутран кĕлеткине тÿрлетрĕ те çапла каларĕ:
– Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар, савăнăçĕ те, хурлăхĕ те тĕл пулать. Маншăн та кун-çул пыл та çу иртмерĕ, нуши-тертне пайтах чăтма тиврĕ.
– Хамăр ĕмĕрте темĕн те куратпăр. Малалла пĕр тикĕссĕн утнă çĕртех такăнасси те хăвăртах, – килĕшрĕм ватă çынпа.
Валентина Ивановнăшăн ачалăх та, çамрăклăх та хыçа юлнă, вăйпитти вăхăчĕ те аякка-аякка кайса пырать. Апла пулин те вăл ку таранччен пурăнса ирттернĕ кун-çулшăн ытлашши пăшăрханмасть. Мăшăрĕпе, Семенпа, ултă ачана кун çути парнеленĕ. Пурне те пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларнă. Анчах та халĕ улттăшĕнчен иккĕшĕ юнашар çук: пĕри салтакран таврăнсан чире çĕнтереймен, тепри Мускав тăрăхне ĕçлеме кайсан тăруках çут тĕнчерен яланлăхах уйрăлнă. Тăваттăшĕ вара – тĕп хулара. Канмалли кунсенче тăван амăшĕ патне ялан килеççĕ, тĕрлĕ ĕç пурнăçлаççĕ, ăшă сăмахсем каласа хавхалантарса хăвараççĕ. Ватăна нумай-и кирлĕ савăнма? Ывăлĕсем килсе çÿрени, вăхăта пĕрле ирттерни паха. Çулталăк каялла пĕчченлĕхре пурăнман Валентина Ивановна, юратнă мăшăрĕ пуртан кичемлĕхе туйман. Халĕ акă çывăх çынни çумра çук, çавăнпа та чылай чухне тунсăх авăрне путать.
– Семен Васильевпа иксĕмĕр те пĕр çултах çуралнă. Вăл та ку ялтанах. Сакăрвуннă урлă каçсан йывăр чиртен сывалаймарĕ, пурнăçран уйрăлса кайрĕ, – терĕ Валентина Васильева.
Пĕр ял каччипе 1960 çулта çемье çавăрнă. Каçсерен пĕрле тÿпери çăлтăрсене шутласа çÿремен, пĕр-пĕрне лайăх пĕлнĕрен пĕрлешнĕ. Семен та, Валентина та колхозра тимленĕ: пĕри бригадăна тухса çÿренĕ, тепри лашасем пăхнă. Мăшăрсем колхозра ĕçленĕ çулсенче вăй-хала шеллемен, кану пирки те шутламан.
– Бригада халăхĕпе пĕрле мĕнле кăна ĕç пурнăçламан пулĕ. Улăх-çаранри курăка та çулнă, лашапа уя тислĕк те турттарнă. Пĕтĕмпех ачасемшĕн тăрăшнă, – калаçăва тăсрĕ ватă çын.
– Çурлапа тырă вырса курнă-и? – ыйту памасăр пултараймарăм хам умра тăракана.
– Паллах. Ирхи виçĕ сехетре аннепе пĕрле уя каяттăмăр. Эпĕ ача шутĕнче пулнă та – çыврас та килнĕ. Çавах та тăрса утнă. Кăнтăрлахи апат вăхăтне, канса илме май пуррине пĕлнĕрен, тем пекех кĕтеттĕмĕр. ,ç хыççăн киле таврăнсан, кунĕпе тырă вырса ывăнса çитнĕрен, куç сисĕнмесĕрех хупăнатчĕ, – ачалăхне куç умне кăларчĕ хура-шур курнăскер.
Урамра вăйăсем вылясси пирки шутлама та пултарайман, мĕншĕн тесен ир пуçласа каçчен тĕрлĕ ĕçре пиçĕхнĕ. ,ç ветеранĕ халĕ вăл. Вăй-питти çулсенчи пек выльăх-чĕрлĕх усрамасть, кил картишĕнче чăхсем кăна. Ватлăхри кичемлĕхе кÿршĕсемпе калаçса тата район хаçатне вуласа сирет. «Çĕнтерÿ çулĕ» уншăн хаклă тус вырăннех пулса тăнă. Ку периодика кăларăмне чăтăмсăр кĕтет, кашни страницине васкамасăр, тĕплĕ вуласа тухать.
Ю.КОРНИЛОВ.
Автор сăнÿкерчĕкĕ.