Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Александр аттепе калаçу

14 ноября 2015 г.

Вăрнарти чиркÿ çумĕнче Вырсарни шкулĕ ĕçлет. Кунта ачасем йышлă çÿреççĕ. Нумаях пулмасть класра ачасемпе амăшĕсем, асламăшĕсем пуçтарăнчĕç. Вĕсемпе Александр атте калаçу ирттерчĕ. Вĕренекенсем ыйтусене çырса хатĕрленĕ. Ачасене темĕн те хумхантарать иккен. Александр атте миçе çулта? Мĕн вăл телей? Юлташсем кÿрентереççĕ пулсан хамăра мĕнле тытмалла? Тата ытти каткăс ыйтусем те пулчĕç. Александр атте ачасен пур ыйтăвĕ çине те тĕплĕн, ăнланмалла хуравларĕ. «Темле йывăр самантсенче те хурланса ÿкмелле мар, тĕрĕс çул шырамалла. Яланах çынна пулăшма хатĕр пулмалла, ырă тума тăрăшмалла. Ÿссе çитсен эсир ырă, лайăх, таса чунлă çынсем пуласса эпĕ шанса тăратăп», – пĕтĕмлетрĕ Александр атте.

Вероника ДМИТРИЕВА,

Вăрнарти 2-мĕш шкул.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика