14 ноября 2015 г.
Малти Ишекри вăтам шкулта шкул библиотекарĕсен канашлăвĕ иртрĕ.
Надежда Николаевна Григорьева ĕçтешĕсене пуян та тулли программăпа кĕтсе илчĕ. Вăл вулав çулталăкĕпе, К.В.Ивановăн 125 çулхи юбилейĕпе тата шкул библиотекарĕсен уявĕпе çыхăннă.
Хăнасем икĕ ушкăна пайланса ăмăртрĕç. Акă ăçта иккен чăн-чăн тупăшу! Хăйсем маттуррине юрăра, юмахра, рекламăра, кĕнекесенчи геройсенче кăтартрĕç. Музыка тăхтавĕнче шкул ачисем кĕнеке çинчен хывнă юрăсем шăрантарчĕç. Ахальтен каламан «кĕнеке – çăлкуç» тесе. 8-мĕш класра вĕренекенсем «Виçĕ хĕвел» юрăпа ташă легенди кăтартрĕç. 9-мĕш классем К.В.Ивановăн Нарспири «Çимĕк каçне» илсе çитерчĕç.
Тин кăна ĕçлеме пуçланă библиотекрьсене хаваслă лару-тăрура шкул библиотекарĕсен йышне илчĕç. Вĕсене пысăк ĕç стажĕллĕ Вăрман Кипекри шкул библиотекарĕ Мария Александровна Павлова вĕрентсе сăмах каларĕ.