14 ноября 2015 г.
Ку ÿкерчĕке курсан кирек мĕнле хытă чунлă, чĕрчунсене юратман çыннăн та чĕри çемçелĕ, куçĕсем куççульпе тулĕç. Эрне ытла Вăрнарти Советски урамри 4-мĕш çурт умĕнчи будка çумĕнчи икĕ йытă çынсен, уйрăмах ачасен, чунне ыраттарать. Пĕри вилнĕ (те хăй, те наркăмăш панă, те пенĕ?..), тепри, ахăртнех, çури пулас, ун çумĕнче хускалмасăр, ниçта уйрăлмасăр ларать.
Этем çывăх çыннишĕн хуйхăрнăн туйăнчĕ. Пуçне урисем çине хунă йытта йыхăртăм, вăл хура тунсăхпа тулнă куçĕсемпе пĕрре ман çине, тепре юнашар выртакан йытă çине пăхрĕ. Каллех пуçне чикрĕ. Чĕлхи пулнă пулсан, хуйхи çинчен каласа панă пулĕччĕ-ха...
Çынсем, иккен, тепĕр йыттине те персе пăрахасран хăйтытăмлăх органне пĕлтерме хăраççĕ. Тен, ăна кам та пулин усрама илĕ? Чĕрчун этеме те çапла чунпа парăннă, шанчăклă тус пуласси куçкĕрет.
С.ЧИКМЯКОВА.