14 ноября 2015 г.
Кăçалхи 10 уйăхра районта 45 хутчен пушар тухнă. Пĕлтĕрхи танлаштаруллă тапхăртинчен 25: ытларах. Пурлăх тăкакĕ – 3,9 млн тенкĕ. Икĕ çын вилнĕ, тăваттăн аманнă. Вут-çулăм пурăнмалли 13 çурта тата 14 хуралтăна тĕп тунă, 6 çурта тата виçĕ хваттере, административлă виçĕ çурта, 9 хуралтăна сиенленĕ.
Пушарсен 75 проценчĕ пурăнмалли секторта тухнă. Тĕп сăлтавĕсем – электрооборудованипе, кăмакапа усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене пăхăнманни, çулăмпа асăрханусăр пулни.
Çавăнпа та тĕп правилăсене уянине нимĕн те çитмест. Юсавлă утюгпа, плиткăпа, чейникпе кăна усă курăр, вĕсене çунман япала çине лартма тăрăшăр. Электричество ламписен хут тата пусмаллă абажурсене тĕкĕнсе тăмалла мар. Автотрансформатора тата стабилизатора япаласемпе хупласа хума юрамасть. Пĕр розеткăна хăватлă темиçе прибор ан чикĕр.
Электропроводсене йĕпетни, обойпа çыпăçтарса хуни, пăта çине çакни, туртăнтарни, çекĕллесе çыхни хăрушă. Кивĕ шнурсемпе удлинительсене кăларса пăрахăр. Юсавсăр выключательсемпе, розеткăсемпе, штепсельсемпе усă ан курăр.
Хăвăр ăсталанă предохранительсем те инкек патне илсе çитерме пултараççĕ.
Газпа усă курнă чухне асăрханулăх çинчен ан манăр. Пÿлĕмре ун шăрши пулсан шăрпăк чĕртме, чĕлĕм туртма, уçă çулăмпа усă курма юрамасть. Кун пек чухне тÿрех «04» номерпе газ службине шăнкăравламалла. Газ приборне асăрхавсăр çутса ан хăварăр, ун çийĕн япаласене ан типĕтĕр.
Тимлĕ пулăр, вара инкек те аякран пăрăнса иртĕ.
А.БОГАТОВА,
район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ.