Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турă çырни туйтарать

14 ноября 2015 г.

Юрий Меерович хăй ĕмĕрне çамрăксен хаçатĕнче ĕçлесе ирттерчĕ. Тивĕçтеретчĕ ăна вырăнĕ: паллă тишкерÿçĕ пулса тăчĕ, укçи-тенки çитсе пырать. Ячĕ-сумĕ пур, ĕçтешĕсем хисеплеççĕ... Пĕртен-пĕр япаларан çеç писрĕ вăл – çын патĕнче пурăнса, редакцин вара ĕçченĕсене тивĕçтерме хваттер таврашĕ çук. Юрать çĕнĕ редактор тăрăшнипе ăна, аллăран иртнĕскере, пĕр пысăк завод ертÿçи хăйсен общежитийĕнче пÿлĕм уйрăса пачĕ. «Тепĕр пилĕк çул çамрăксемшĕн тăрăшам эппин, – терĕ Юрий Меерович редактора тав тунăн. – Хаçат тиражне ÿстерме пулăшам».

Мĕнле ÿстермелле-ха хаçат тиражне? Тишкерÿçĕ шучĕпе çĕнĕ тема тупса, вулакана илĕртсе. Çак тĕллевпе Юрий Меерович хаçатра паллашу кĕтесĕ уçма сĕнчĕ. Редактор вара сĕнĕве пурнăçа кĕртме ăна хăйнех хушрĕ.

Чи малтан çыравçă пĕр-пĕр паллашу агентствин вăрттăнлăхĕсене тĕпчесе пĕлме палăртрĕ. Телее, общежитин пĕрремĕш хутĕнчи пÿлĕмре шăпах çавнашкал агентство йĕркеленнĕччĕ. Унта кĕркелесе çÿрекен хĕрарăма асăрхакаланăччĕ-ха арçын, куç хывнă теме те юрать. Акă унпа çывăхланма сăлтав та тупăнчĕ.

Агентство хуçи Вера Николаевна черетлĕ çынна кăмăллăн йышăнчĕ. Хĕпĕртерĕ те: ун патне пулăшу ыйтма арçынсем сайра кĕрсе çÿреççĕ, ытларах хĕрарăмсене кирлĕ вăл.

Вера Николаевна клиента пушă анкета тăсса пачĕ те унти йĕркесене çырса тултарма сĕнчĕ, мĕн кирлине ыйтма пуçларĕ:

– Миçе çулти хĕрарăм интереслентерет сире? Ăçта ĕçлекенскер? Ачи пулсан чăрмантармĕ-и?..

Юрий Меерович малтан юптарарах çеç хуравласшăнччĕ, сисмесĕрех хăйĕн шухăш-кăмăлне уçса пачĕ:

– Манăн тиркесси иртнĕ ĕнтĕ. Пĕччен кун кунласа çитет пулĕ. Шăв-шава юратмастăп, паллах. Хĕрарăма ман пата куçма ним те кансĕрлемесен тем пекехчĕ.

– Сирĕн хваттер тăвăртарах пулĕ-ха... Ачаллă хĕрарăмран ютшăнмастăр-и? – асăрханарах ыйтрĕ Вера Николаевна. – Хĕрарăм кăмăла кайсан, вăл сире хăй патне куçма чĕнсен... килĕшетрĕ-и?

– Лайăх психолог-çке эсир. Кашни вак-тĕвеке аван туятăр, – тĕлĕнсе пăхрĕ журналист.

– Вĕренсе пыратăп ĕнтĕ, – тавăрчĕ хĕрарăм. Анчах Юрий Меерович общежитие унччен те кĕни-тухнине асăрханине, вăл кам иккенне комендантран ыйтса пĕлнине шарламарĕ. Арçын хăй кăмăлне кайнăран кăсăкланмасăр чăтаймарĕ ун чухне. «Эх, – терĕ ăшра, – кама кăна çураçтармастăп, хамăн вара... ыттисене ырă тунипех çырлахмалла».

– Хăвăр пирки тĕплĕнрех каласа параймăр-и? – çынсемпе калаçма хăнăхнăскер, хăй тĕпчеме тытăнчĕ Юрий Меерович.

Вера Николаевнăна арçын тухатларĕ тейĕн, нимĕн пытармасăр уçса пачĕ иртнĕ кун-çулне: ытла ир качча тухнине те, ачи вуннă тултарсан юратман упăшкипе уйрăлнине те, халĕ иккĕшĕ çеç пурăннине те...

– Çынсен телейĕшĕн кансĕрленсе пурăнатăп çапла, хам пирки шухăшлама вăхăт юлмасть, – ассăн сывласа вĕçлерĕ вăл сăмахне.

– Агентство урлă паллашакансем пĕр-пĕрне юратсах пĕрлешеççĕ-и вара? Е урăхла май тупайманран кунта килеççĕ-и? – ыйту хыççăн ыйту тупăнчĕ Юрий Мееровичăн.

– Тĕрлĕрен пулкалать. Çапах та, темле пулсан та, Турă çырнине шыраççĕ çынсем. Турă çырни хăй ăçтине туйтарать теççĕ-и-ха? – хуравларĕ агентство ертÿçи.

Юлашкинчен Юрий Меерович тĕллевне уçса пачĕ.

– Хаçат çынни эпĕ. Хаçатра паллашу кĕтесĕ уçасшăн. Унта сирĕн агентство пирки çырса кăтартма ирĕк паратăр-и?

– Хăвăр вара никампа та паллашасшăн мар-и? Эп сире чăнласах клиент вырăнне йышăнтăм... Пĕтĕм чуна уçса патăм... – лайăхмарланчĕ Вера Николаевна.

– Каçарăр, тархасшăн, тÿрех калаймарăм. Эсир мана чылай япалана ăнланма пулăшрăр. Пысăк тав куншăн. Ман ыйтусем татах та пулĕç, кĕркелесе çÿреме ирĕк памăр-и? – сывпуллашма хатĕрленчĕ хаçат çынни.

– Тархасшăн, кĕрĕр, çырăр. Пирĕншĕн ку реклама пулĕ. Çапах та эпĕ сире акă мĕн сĕнĕттĕм: пирĕн урлă паллашса телей тупнă мăшăрсемпе вулаканăрсене паллаштарсан, тен, ытларах усă кÿретĕр. Шутласа пăхăр, – терĕ Вера Николаевна. Шÿтлеме пăхрĕ: – Тăрук хăвăра юрăхлă хĕрарăм та тупăнĕ?

– Мана юрăхлă хĕрарăм-и? Тупрăм пулас, – шÿтлесе тавăрчĕ Юрий Меерович. – Шăпах сирĕн пекки кирлĕ те мана...

Кĕçех çамрăксен хаçатĕнче Вера Николаевнăн агентстви пирки пысăках мар материал пичетленсе тухрĕ. Çакăн хыççăн ун патне кĕрсе çÿрекенсем йышланчĕç, çавна май агентство тупăшĕ те ÿсме тытăнчĕ пек. Юрий Меерович хаçатра уçнă «Паллашу кĕтесĕ» урлă пĕр-пĕрне шыракансем вара пăт-пат кăна тупăнкаларĕç. Ку таранччен ун пуçарăвĕсем ăнса аталанаканччĕ, халĕ ыйту тухса тăчĕ: «Пĕли-пĕлми япалапа çыхланмарăм-и? Кирлехчĕ-ши? Каллех Вера Николаевнăпа калаçса пăхмалла мар-и?..»

Пĕрре курсах кăмăла кайнă хĕрарăмпа тепĕр хут тĕл пулма май тупăнни арçын кăмăлне çĕклерĕ. Аса илкеленĕччĕ-ха ăна, çула май ун патне кĕрсе тухма та хатĕрччĕ, кашнинчех чăрмав тупăнкаларĕ. Хальхинче çитмеллех. Кахал апачĕ тĕлнелле тухса утрĕ Юрий Меерович редакцирен.

Паллашу агентствин ертÿçи пĕчченех иккен. Арçын мĕн кăмăлпа çÿренине пĕлсен чей вĕретме лартса ячĕ.

– Ку ансат япала мар. Самантрах татса параймăн, – терĕ тем чухланăн. – Пĕлетĕр-и, эп хам агентствăна уçсан мĕн чухлĕ нушаланнине? Пăрахас вĕçнех çитнĕччĕ. Ун чухне эп хам хаçат çыннисенчен пулăшу ыйтма тăтăм та, вĕсем реклама пама кăна сĕнкелерĕç. Мĕн чухлĕ укçа пĕтермерĕм-ши çав рекламăшăн. Пĕртен-пĕр эсир кăна пирĕн пирки тÿлевсĕр материал кăлартăр. Пуçласа куртăм капла уçă та ырă чунлă журналиста, – систерчĕ хĕрарăм арçын кăмăла кайнине.  

– Çăкăр-тăвар хире-хирĕç. Эсир те мана пĕр сăмахсăрах ăнлантăр та... – хуравларĕ Юрий Меерович. – Халĕ те усă пуласса шанатăп...

– Апла пулсан... – кĕттермерĕ хĕрарăм. – Манăн агентство хаçатне кăларас шухăш пур. Ку рекламăпа тăкакланнинчен перекетлĕрех те, витĕмлĕрех те. Анчах та пĕр ăста журналист кирлĕ. Вăйсене пĕрлештерме май çук-ши? Хамăн хĕр хаçат-журнал ĕçне вĕренет-ха, анчах ăна хăй тĕллĕн ĕçлеме иртерех...

– Мĕнех, пуçласа парам, кайран курăнĕ, – килĕшрĕ Юрий Меерович. – Ачуна та явăçтарăпăр.

Çапла çуралчĕ çĕнĕ пуçару – паллашу хаçачĕ кăларасси. Унăн пĕрремĕш номерне хатĕрленĕ май Юрий Меерович ĕçе Вера Николаевнан хĕрне Надьăна та явăçтарчĕ. Пултаруллă студент чылай сĕнÿ-канаш пачĕ.

– Пурне те хамăр пата илĕртес тесен вулакансене калаçтаракан материалтан пуçламалла пирĕн, – шухăшне систерчĕ пĕррехинче хĕр. – Калăпăр, агентствăра мăшăрне тупнă паллă çын пирки çырса кăларас.

– Анчах тупăнаймарĕç-ха ун пеккисем, – пÿлчĕ хĕрне Вера Николаевна.

– Темех мар, шутласа кăларăпăр, – чеен кулса илчĕ Надя. – Тĕслĕхрен, Юрий Мееровича ÿкĕте кĕртĕпĕр, фиктивлă майпа авлантарăпăр.

Арçын çухалса каймарĕ, хĕр сăмахне вылятрĕ:

– Кама илсе парăпăр вара ăна?

– Кама-и, ма таçта кайса шырас, акă ăна «качча парас», – амăшĕ еннелле пуç сĕлтрĕ хĕр.

Пурте кулса ячĕç. Шÿте ăнланнине çеç мар, виçĕ çын пĕр-пĕрне хăнăхса çитнине те систерчĕ ку кулă.

– Итле-ха, Вера, тен, Надя шухăшĕпе килĕшмелле? – сĕнчĕ Юрий Меерович иккĕшĕ çеç юлсан хĕрарăма пуçласа «эс» тесе. – Анчах ячĕшĕн çеç мар, чăнласах...

Вера Николаевна хуравлама тăхтарĕ.

– Тĕплĕнрех шутласа пăхам-ха, – терĕ.

Паллашу хаçачĕпе пĕр харăс çĕнĕ çемье çуралчĕ. Анчах та ун çинчен хаçатра çырса кăтартма упăшкипе арăмĕ, Юрий Мееровичпа Вера Николаевна, тăхтарĕç. Паян тин черет çитрĕ вĕсен вăрттăнлăхне уçса пама.

Сергей Павлов – ВЭСКЕР.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика