Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăм калаçтарать

11 ноября 2015 г.

Шăматкун Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитетсен пуçлăхĕсемпе видеоканашлу ирттернĕ. Кун йĕркине аварийлă çурт-йĕрте пурăнакансене хваттерсемпе тивĕçтерессипе, çутçанталăк газĕшĕн парăмсем çăмхаланнипе, нумай ачаллă çемьесене çĕр лаптăкĕсемпе тивĕçтерессине кĕртнĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев планеркăра ку темăна çĕклени ăнсăртран мар. Пирĕн район акă «Газпром межрегионгаз Чебоксары» ТМЯО умĕнче 13,7 млн тенкĕ парăмра. Пурнăçлав хучĕсене ĕçе кĕртмешкĕн Вăрнар хула поселенийĕн уйрăм счетне хупса лартнă. Газпа тивĕçтерекен предприятин генеральнăй директорĕ Кияметдин Мифтахутдинов çакă дисциплинăна пăхăнма вĕрентекен мера пулнине палăртнă. Çавна май район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонид Николаев ыйтăва татассипе çине тăрса ĕçлеме ыйтрĕ.

Çĕрĕшнĕ çурт-йĕртен хăтлă хваттерсене куçарассипе район аван ĕçлет. Программăн 2-мĕш тапхăрĕпе кĕçех акă 39 çемье «çĕнĕ кĕтеслĕ» пулĕç. Виççĕмĕш тапхăр тĕлĕшпе торгсем ирттерме палăртнă. Ку тĕллевпе тата тепĕр 39 хваттерлĕ уйрăм çурт çĕкленĕ.

«Çĕрне илеççĕ-ха, анчах усă курмаççĕ...». Çак ыйтуллă шухăш ларура ахальтен çуралмарĕ. Пирĕн районта çĕр лаптăкĕ илме черете тăнă нумай ачаллă çемьесем 252, вĕсенчен 152-не лаптăксемпе тивĕçтернĕ. Çемьесен хутне кĕрсе Упнер, Хирпуç ял тата Вăрнар хула поселенийĕсен чиккисене анлăлатассипе ĕçсем пыраççĕ. Анчах та, шел, нумайăшĕ çĕр лаптăкĕсене васкасах илет пулин те усăсăрах вырттарать...

Полицин обществăлла йĕркелĕхе сыхлас енĕпе ĕçлекен пуçлăхăн заместителĕ Андрей Сорокин канмалли кунсенче 24 пĕлтерĕве шута илнине каларĕ. Виçĕ çын вилнĕ: Тĕмпекре эрех ĕçнипе – 50-ри арçын, Вăрнарта вăрах вăхăт чирленĕ хыççăн ватă хĕрарăм, Кив Шуртанта 34-ри арçын çакăннă.

Ларура ку эрнере тумалли ĕçсене палăртрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика