11 ноября 2015 г.
Чăваш ен Сывлăх сыхлавĕн министерстви «Пациент ячĕпе» çĕнĕ проекта старт парать. Ун йĕркипе кашни уйăхрах вăл е ку медицина организацийĕнче профессиллĕ медсообщество тата общественноç хутшăннипе комплекслă тĕрĕслев ирттерĕç.
Алла Самойлова министр: «Социаллă çак проект медицина пулăшăвне парассин пахалăхне ÿстерес тĕллевлĕ. Паллах, эпир халĕ те пациентсемшĕн ĕçлетпĕр. Проект вара медорганизацисен ыйтăвĕсене татса пама, вĕсен ĕç-хĕлне хаклама май парĕ. Ку ĕçе эпир ытларах пациента явăçтарасшăн. Вĕсем учрежденисен «чирлĕ» вырăнĕсене пуринчен аван пĕлеççĕ. Вĕсен шухăшĕ малашнехи ĕç никĕсне хывăнĕ».
Малтанласа проект Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар больницисенче пурнăçланĕ, каярах вара – районсенчи сиплев учрежденийĕсенче те.
,çе республикăн Çамрăксен правительствине те явăçтарасшăн. Волонтерсем шăпах – социологи ыйтăмне ирттерекенсем, сиплев учрежденийĕн ĕç-хĕлĕн хаклавĕпе информаци пухакансем. Ятарласа вĕрентнĕ «сывлăх агенчĕсем» пациентсемпе, çынсемпе калаçĕç, врачсем мĕнле йышăннине ыйтса пĕлĕç.
Проект пурнăçлавне кашниех тÿпе хывма пултарать, пĕлтерет министерствăн пресс-служби. Сĕнÿсене opemmz@mail.ru электронлă адреспа е 8(8352)26-13-13 «вĕри лини» телефонĕпе пĕлтермелле.
С.ЧИКМЯКОВА.