11 ноября 2015 г.
Пĕтĕмĕшле практика уйрăмĕн врачĕ Ж.Карпова Вăрнар поселокĕнче «Врачпа пĕрле уçăлса çÿрер» акци ирттернĕ. Унта 9 çын хутшăннă. Жанна Леонидовна палăртнă тăрăх, районта пурăнакан кашни çыннăн хăйĕн сывлăхне палăрмаллах усă кÿме пултармалла. Çавăнпа та иммунитета çирĕплетме тата организма хÿтĕлеме кашни кун 30–40 минут çуран утмалла. Уçă сывлăшра уçăлса çÿренĕ май врач пневмони чирĕ пирки каласа панă. Ку чир аталанассинчен асăрханма пахалăхлă профилактика кăна пулăшать.
Акцие хутшăнакансем çавăн пекех врачпа пĕрле сывлăхпа çыхăннă ытти ыйтусене сÿтсе явнă.
Çакна каламалла, Вăрнар районĕн тĕп больницин врачĕсем çынсене кашни шăматкун хăйсемпе пĕрле уçăлса çÿреме чĕнеççĕ.
К.ЮРЬЕВ.