11 ноября 2015 г.
Кăçал Раççейре Литература çулталăкĕ тата Чăваш енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнă май, Чăваш Республикинче чылай кăсăк, пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç-пуçсем пулса иртрĕç: литература каçĕсем, кĕнеке хăтлавĕсем, тĕрлĕ форматлă тĕлпулусем, куравсем, çĕнĕ проектсем пурнăçа кĕчĕç.
Чи паллă пулăмсенчен пĕри – республика шайĕнче иртнĕ «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи: вуламалли 100 кĕнеке» проект пулчĕ. Ăна Чăваш Республикин Наци библиотеки тата Чăваш Республикин культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерстви пуçарнипе наци литературин чи паха тĕслĕхĕсене тупса палăртас тата вулакансен хастарлăхне ÿстерес, чăвашла нумайрах вулама хистес тĕллевпе йĕркелерĕç.
Пуш–авăн уйăхĕсенче Интернетра сасăлав иртнĕ, кĕнекесен малтанхи списокне сÿтсе явнă. Çак майпа 2000 яхăн вулакан хăйсен кăмăлне каякан хайлавсемшĕн сасăлама пултарчĕç. Акципе кăсăкланакан вулакансем хăйсен шухăшĕсене тĕрлĕ форумсенче çырса пĕлтерчĕç, тавлашрĕç, сĕнÿсем пачĕç.
Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсене пăхса тухнă хыççăн экспертсен ушкăнĕ кĕнекесен татăклă списокне çирĕплетрĕ. Унта паллă классиксен тата хальхи çыравçăсен тĕрлĕ жанрпа çырнă илемлĕ тата паллă ăслăлăх литературин хайлавĕсем кĕчĕç: чăваш авторĕсем тăван е ют чĕлхепе çырнисем, республикăра тата ун тулашĕнче кун çути курнисем, Чăваш ене халалланă кĕнекесем. Çеçпĕл Мишши, Константин Иванов, Яков Ухсай, Илпек Микулайĕ, Куçма Турхан, Мĕтри Кипек, Александр Артемьев, Геннадий Айги тата ытти чылай-чылай çыравçăпа сăвăç чăваш литературин ылтăн фондне ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕç.
Чăваш Республикин Наци библиотекин ĕçченĕсем суйласа илнĕ кĕнекесен электронлă копине туса хатĕрлерĕç. Паян «Чăваш литературин ылтăн çÿпçи, вуламалли 100 кĕнеке» коллекципе Наци библиотекин сайтĕнче паллашма пулать.
О.ТИМОФЕЕВА.