11 ноября 2015 г.
Мăн Явăш ял тăрăхĕнчи вĕрентÿ, сывлăх, культура, суту-илÿ, çыхăну тата ытти организацисен ертÿçисем хутса ăшăтмалли тапхăра лайăх хатĕрленчĕç.
– Шкула ăшă йĕркеллĕ пырса тăнă чухне чун-чĕрене те ăшă туйăм варкăшĕ çупăрласа илет, – терĕ Мăн Явăшри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул директорĕ Надежда Петровна Федорова. – Кĕрхи тата хĕллехи тапхăрсенче газпа усă курнă чухне инкексем сиксе ан тухчăр тесе çуллахи уйăхсенчех котельнăйĕнчи оборудование тата ăшă пăрăхĕсене тĕрĕслерĕмĕр, киввисене улăштартăмăр, туалетри тата спорт залĕнчи канализацие çĕнетрĕмĕр, столовăйя шыв пырса тăрассине лайăхлатрăмăр.
Хутса ăшăтмалли тапхăра пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче те тĕплĕн хатĕрленнĕ. Чирлисене йышăнмалли, сиплемелли пÿлĕмсене ăшă йĕркеллĕ пырса тăрать.
Культура çурчĕпе библиотекăна çÿрекенсене, ял тăрăхĕнчи учрежденире ĕçлекенсене малашне çанталăк сивĕ тăни шиклентермĕ.
Районти газ участокĕнче ĕçлекенсем Явăш тăрăхĕнчи обществăлла организацисен котельнăйĕсене тĕрĕслесе тухнă май, операторсемпе инструктаж ирттерчĕç, уйрăм çынсен çурт-йĕрĕсене ăшăтса тăрас енĕпе çыхăннă ытти ыйтусене те вăхăтра татса пама пулăшрĕç.
В.МОСКВИН.