Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чемпионсем паллă

11 ноября 2015 г.

Волейбол енĕпе йăлана кĕнĕ район чемпионачĕ арçынсен командисене канмалли кунсенче Вăрнарти 1-мĕш шкулăн спортзалĕнче тата физкультурăпа спорт комплексĕнче пуçтарнă.

Кăçал районта мала тухассишĕн тăхăр команда тупăшнă: Вăрнарти 1-мĕш, Кÿстÿмĕрти, Кульцаври, Малти Ишекри шкулсен, 27-мĕш пушар чаçĕн, ял хуçалăх техникумĕн, Уравăш тата Малти Ишек çамрăкĕсен.

Ушкăнсенче çĕнтернĕ командăсем пĕр-пĕрин хушшинче вăй виçнĕ. Çапла, 3-мĕш вырăнта – Малти Ишек ял çамрăкĕсен пĕрлештернĕ команди, 2-мĕшĕнче – пушар чаçĕн.

Кăçалхи чемпионсем – ял хуçалăх техникумĕн студенчĕсем: Алексей Порфирьев, Алексей Лавров, Николай Иванов, Вячеслав Иванов, Андрей Терентьев, Николай Дмитриев, Артем Троицкий, Дмитрий Петров.

Пĕр эрне маларах ку титула çĕнсе илессишĕн хĕрсем те ăмăртнă. Пилĕк командăран чи вăйлисем Вăрнарти 1-мĕш шкулта вĕренекенсем пулнă. 2-мĕшĕнче – «Янгорчино», 3-мĕшĕнче Кÿстÿмĕр хĕрĕсем.

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика