11 ноября 2015 г.
Хăй тĕллĕн тунă хуралтăсене пăсасси хальхи вăхăтри чи çивĕч темăсенчен пĕри. Ирĕк паракан документсемсĕр çурт е гараж тăвакансем вĕсене пурăна-киле пăсма пултарасси пирки шутламаççĕ те пулас.
2015 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем уйрăм çынсем хуралтăсене пурте усă куракан е ятарлă территорисенче çĕклесе лартнă пулсан пăсас тĕлĕшпе йышăну кăларма пултараççĕ.
Вырăнти администраци ирĕкленнĕ «хуçана» йышăну пирки хыпарлать. Енчен те кил-çуртăн хуçи паллă мар пулсан, никамран ирĕк илмесĕр туса лартнă хуралтăсене пăсассине массăллă информаци хатĕрĕсенче пĕлтерет. Пĕлтерÿ пичетленсе тухнă хыççăн икĕ уйăх иртсен вырăнти хăй тытăмлăх органĕ çурт-йĕре аркатма та пултарать. Ирĕк илмесĕр уйăрса паман çĕр лаптăкĕсенче е тата градостроительствăн нормисене пăхăнмасăр туса лартнă объектсене пăсма май пур. Çĕрпе усă кураканăн, çавăн пекех çурт лартаканăн прависене тивĕçлипе шута илеççĕ.
Çакна асăрхаттарасшăн: ирĕк илмесĕр тунă хуралтăсене саккунлă йĕркепе çирĕплетме суд урлă кăна май пур. Çавăнпа та пĕр-пĕр строительство ĕçне пуçăниччен çĕрпе усă курассин тата çурт лартаканăн правилисемпе маларах паллашсан лайăхрах.