Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çавра уявра

11 ноября 2015 г.

Чăрăшкас Хирлеп шкулĕн çавра уявĕ иртрĕ. Халăх лăк тулли пухăннă. Шкултан темиçе çул каялла вĕренсе тухнисем, халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче вăй хуракан çынсем, анчахрах шкултан кайнисем, студентсем, çак шкулта унччен вуншар çул ĕçленисем, хальхи учительсем лараççĕ.

12 сехетре залра чуна хумхантаракан шкул вальсĕ кĕрлерĕ, çав вăхăтрах пысăк экран çинче çак шкулпа çыхăннă тĕрлĕ вăхăтри ĕç-пуç картинисем тухса пычĕç. Хăнасене пурне те савăнăçлăн кĕтсе илчĕç. Кашнин сăн-питĕнче савăнăçпа хумхану палли сисĕнчĕ. Сцена çинчен тав сăмахĕсем янăрарĕç. Чечек çыххисем, парнесем...

Тĕлпулăва ертсе пыраканĕ вырăс чĕлхи учителĕ Марина Ивановна Иванова уява тĕплĕ хатĕрленĕ, вăл 4–5 сехете тăсăлчĕ. Шкул ертÿçинче 21 çул Галина Алексеевна Леонтьева ĕçлет. Коллектив ăна хисеплет. Шкул пысăк çитĕнÿсем тăвать. Халь ĕçлекеннисем пурте кирлĕ шайри категорипе вăй хураççĕ. Шкул ачисем те хăйсен пултарулăхне аван кăтартрĕç. Залра нумайччен тăвăллăн алă çупни илтĕнсе тăчĕ.

Хирлеп шкулĕн пуласлăхĕ пур. Вăл пулнă, пулать те!

Тăван шкулăм – Хирлеп шкулĕ,

Юлăн чĕрере ялан.

Сан çуту маяк пек пулĕ,

Çул кăтартĕ аякран.

Вероника СТЕПАНОВА,

Чăваш педагогика университечĕн

3-мĕш курс студентки.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика