Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Каллех вăрăпа çакланнă

11 ноября 2015 г.

Вăрнар район сучĕ Вăрмар районĕнчи 61-ри арçын тĕлĕшпе приговор кăларнă, ăна Раççей Уголовлă кодексĕн темиçе статйинче пăхнă преступленисене тунăшăн пĕтĕмĕшле виçĕ çуллăх çирĕп режимлă юсанмалли колоние яма йышăннă.

Ют район çынни вăрăпа палăрнă, ку тĕлĕшпе вăл маларах та темиçе те айăпланнă, тĕрмере ларнă пулнă. Анчах та çакă ăна шухăшлаттарман.

Кăçалхи июнĕн 5-мĕшĕнче вăл, ÿсĕрскер, Вăрнарти Илларинов урамĕнчи 11-мĕш çурт умĕнче ларнă автомашинăн салонне уçă чÿрече урлă аллине чиксе пăртманет кăларса илнĕ. Унта 17700 тенкĕ укçа, банк, автозаправка карттисем пулнă.

Вăрăн куçĕ çивĕч тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ. Пассажир ларкăчĕ çинчи арçынна (водитель ывăлĕпе ача-пăча площадкинче пулнă) вăл ĕçлемен дрель сĕннĕ иккен. Çав вăхăтрах хăй приборсен панелĕ çинче пăртменет выртнине, чÿречи уçă пулнине сăнанă. Нумайлăха пăрăнса утман вăл. Автомобильти арçын çырмана аннине курса каялла таврăннă. Йăкăртнă пăртманетран укçисене кăларса илнĕ, карттăсене чукун çул кĕперĕ патĕнче ывăтса хăварнă. Вăрланă укçапа апат çинĕ, апат-çимĕç, Шупашкарта радиоприемник, флешка, алă сехечĕ туяннă.

Июнĕн 14-мĕшĕнче вăл Çĕмĕрлери «Мегаполис» лавккари «Мир одежды и обуви» суту-илÿ пайĕнчи стеллаж çинчен «Fly IQ434 ERA Nano 5 White» телефона чехолĕ-мĕнĕпех вăрланă, сутуçăна 1750 тенкĕлĕх тăкак кÿнĕ.

Çав кунах вăл тепĕр икĕ сехетрен ку хулари тепĕр суту-илÿ центрĕнче 5 пин тенкĕ тăракан «Samsung Galaxy Tab-3» планшет компьютерне вăрланă, СИМ-картта çинче 200 тенкĕ укçа пулнă.  

Арçын хăйĕн айăпне пайăррăн йышăннă. Планшета пĕр водителе 600 тенкĕпе сутнине пĕлтернĕ. Анчах телефон тата пăртманета илни пирки туннă. Хăй видеокамера çинче епле çырăнса юлнине ăнлантарма пултарайман.

Полицин «Вурнарский» пайĕн эксперт-криминалисчĕсем, дактилоскопи ирттернĕ май, вăррăн пÿрне йĕррисем юлнине палăртнă.

Д.МИХАЙЛОВ,

полицин «Вурнарский» пайĕн следстви пайĕн аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика