Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи Нарсписем

11 ноября 2015 г.

Кĕр еннелле ача чирлерĕ те Вăрнар районĕнчи тĕп больницăна çул тытма тиврĕ. Ача-пăча консультацийĕн регистратури умĕнче 15–16 çулсенчи çамрăксем йышлăччĕ. «Ахăртнех, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухма килнĕ»,– шухăшласа илтĕм эпĕ. Акă алăк уçăлчĕ те, хĕрсем кĕрсе тăчĕç. Иккĕн. Вĕсене курсан Константин Ивановăн «Нарспи» поэминчи йĕркесене аса илтĕм:

Пичĕ-куçĕ пит хÿхĕм,

Хирти сарă чечек пек.

Икĕ куçĕ хуп-хура,

Икĕ хура шăрçа пек.

Явăнаççĕ хыçалта

Çивĕт вĕçĕ кăтрисем...

5 çулти мăнукне çавăтнă кинеми те çамрăксене ытараймарĕ, вĕсем еннелле çаврăнсах пăхса тăчĕ. «Ытла та хитре хĕрсем килчĕç. Моделе анчах каймалла», – терĕ вăл. Нарспи евĕрлĕ пикесем йăл-йăл кулкаласа илчĕç, черетре малта тăракан сарлака хулпуççиллĕ яш каччă еннелле куç ывăтрĕç, калаçу пуçарчĕç. Лешĕ самантрах хĕрсене хăйĕн умне тăратрĕ.

Куçĕсемпе пăхнă чух

Каччăн чĕри çĕкленет.

Çÿхе тути кулнă чух

Каччăн чунĕ çемçелет...

Çапла вара, каллех генилле поэтăмăрăн вилĕмсĕр поэминчи йĕркесем аса килчĕç. Яшсемпе хĕрсене пăхса-сăнаса тăракан ватă çын çамрăка мухтарĕ, çапла хушса хучĕ: «Вăт каччă-тăк, каччă! Чăн-чăн джентльмен!» Сасартăк ман ача пĕр чарăнми макăрма пуçларĕ. Чирлĕскерне апла та, капла та йăпатрăм, усси пулмарĕ. Кинеми мана хĕрхенчĕ, черетрен тухса тÿрех регистратура умне пырса тăма сĕнчĕ. Эпĕ ватă çынна итлерĕм. Хĕрсем умне пырса тăтăм. «Нарсписем» кăмăлсăрланчĕç, сасартăк хаяррăн кăшкăрашма пуçларĕç.«Эй, хĕрарăм, черетсĕрех ăçта сикетĕн?» – терĕ пĕри. «Пĕчĕк ача йăтаççĕ те – тем тума та юрать вĕсен», – хушса хучĕ тепри.

Мăнукне çавăтнă ватă çын ман хута кĕмесĕр чăтаймарĕ пулас. «Аюй, хĕрсем, мĕн çĕленсем пек чашкăратăр эсир? Тепĕр темиçе çултан хăвăр та ача амăшĕсем пулăр. Ун чухне пепкепе вăрăм черетре тăма çăмăл маррине лайăхах туйса илĕр-ха», – ăса вĕрентрĕ вăл. «Нарсписем» хĕрелсе кайрĕç, çапах та мăкăртатма чарăнмарĕç-ха. Каччă хĕрсен хăтланăвĕсемшĕн хытах аванмарланчĕ курăнать, пуçне чикрĕ. Унтан джентльменла утăм турĕ. Мана ачапа хăйĕн вырăнне тăратрĕ те аяккалла пăрăнчĕ. ,ç-пуç çапла çаврăнса тухасса хĕрсем кĕтмерĕç паллах. Те намăс пулчĕ-ши, вĕсенчен урăх пĕр сив сăмах та илтмерĕм.

Телее, тĕнчере ырă çынсем сахал мар. Тухтăр патĕнчен тухсан лавккана кĕтĕмĕр. Сумка йывăрланчĕ. Ман умран иртекен çап-çамрăк хĕр: «Сире ачапа çăмăлах пулмĕ. Сумкăра йăтса парам-и?»– терĕ. Ыр çын тĕлне лекнишĕн питĕ хĕпĕртерĕм. Хĕр мана автовокзал патне çитичченех сумка йăтса пачĕ. Хăйĕн вара каяс çулĕ те урăх еннелле выртнă иккен. Сăнарăм та, хĕр Нарспипе Селимене те, Анджелина Джоли актрисăна та асилтермест. Анчах та вăл мана сиввĕн пуплекен яштака пикесенчен чылай хитререх пек туйăнчĕ. Этеме çиелти чиперлĕх мар, унăн пуян чун-чĕри илемлетсе яни яр уççăн курăнать.

Е.Порфирьева.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика