Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тавралăха вараласа хамăра улталамастпăр-и?

11 ноября 2015 г.

Куртăм та тĕлĕнтĕм: мĕн кăна çук-ши кунта? Тĕрлĕ ăпăр-тапăр, çÿп-çап – пурте пĕр вырăнта. Килнĕ, пăрахнă – çапла майпа самантрах ĕçĕ пĕтнĕ çутçанталăк илемне хаклама пĕлменскерсемшĕн. Вĕсемшĕн ик айкки те тăвайкки, чи кирли – кил таврашĕнче таса пулни. Ытти тарама.

Вăрман хĕрринче вара кирек епле япала йăванса вырттăр. Çавăнпах ĕнтĕ тĕрлĕ ăпăр-тапăра пырса пăрахма именмеççĕ. Асăрхаттаракан, чаракан çук пулсан ирĕклĕхе туйса илме пит хăвăрт. Ахăртнех, хăйсем те туяççĕ-тăр: тавралăха варалатпăр. Çук вĕт, пурпĕрех пĕр иленнĕ вырăна çаврăнса тухмасăр чăтаймаççĕ – хăнăхнă мар-и? Пĕрре пырса пăрахатăн, тепре – çÿп-çап купи майĕпен сарăлма та пултарать. Вĕсем хыççăн ыттисем те çула такăрлатма пуçласси те шухăшлаттармасть-ши?

Сăмахăм манăн унчченхи лицей енне пăрăнакан çул хĕрри пирки-ха. Сăнÿкерчĕк çине тимлĕ пăхсан, асăннă вырăна çÿп-çап «çавăрса» илни тÿрех паллă. Чăн та, юр çума пуçласан тасамарлăх куç умĕнчен çухалĕ. Анчах та çуркунне çитсен, хĕвел хĕртсе пăхма тытăнсан каллех илемсĕрлĕхе асăрхама пуçлăпăр. Илемлĕ вырăна вараласа кама-ха сăтăр тăватпăр? Хамăра мар-ши? Эппин, килте кирлĕ мар ăпăр-тапăра райцентрта ятарласа вырнаçтарса лартнă контейнерсене пырса пăрахсан аванрахчĕ. Чунра та ырă пулĕччĕ. Тăван тавралăха хаклар, унăн илемĕшĕн тăрăшар.

Ю.КОРНИЛОВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика