Редакция Вурнарской районной газеты «Путь победы»ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ – арканми туслăх символĕ

07 ноября 2015 г.

Юнкун Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа çĕршывра тĕрлĕ мероприятисем иртрĕç

Мускавра йĕркеленĕ «Эпир пĕрле!» акцие акă чăваш халăх представителĕсем 300-ĕн ытла хутшăннă. Чăваш енре пурăнакансем, кунтан тухнисем – халĕ Мускавра тата ытти регионсенче тĕпленнисем.

Акцие тухнисене Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă, историлле самантсене илсе кăтартнă май, пухăннисене патриотизма вăйлатма, наци интересĕсене хÿтĕлеме кар тăма чĕнсе каланă.

Пирĕн ентешсем Чăваш ен, Раççей ялавĕсене, чĕнÿллĕ транспарантсене йăтса утнă. Ку йышра Чăваш Республикин Хисеплĕ гражданинĕ, Раççей Геройĕ Николай Гаврилов генерал-лейтенант, ыттисемпе пĕрле Вăрнар тăрăхĕнчен тухнă Раççей Президенчĕ çумĕнчи Чăваш ен полпречĕ Леонид Волков, Мускаври чăвашсен наципе культура автономийĕн ертÿçи Анатолий Григорьев та пулнă.

Чăвашсен колонни, чи йышли, Тверская урама анлăшĕпех йышăннă çеç мар, кĕвви-юррипе те тыткăнланă. «Уяв» ансамбль шăрантарнă чăваш юррисен çеммипе Дагестанри, Чечняри артистсем лезгинка ташланине курма халăх йышлă кĕпĕрленнĕ.

Çак куна республикăра та, районта та анлă паллă турĕç. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче Чăваш ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев наци культурисен «Раççей халăхĕсен пĕрлĕхлĕ çемйи» II республика фестивальне тата республикăри пултарулăх ушкăнĕсен гала-концертне хутшăннă. «Пирĕн вăй – нумай нациллĕ халăхăн кăмăл-сипет пуянлăхĕнче тата пĕрлĕхĕнче! Халăхсем пĕр-пĕрне шанни, Тăван çĕршыва юратни кăна Раççей мăнаçлăхĕн тата чечекленĕвĕн ăнăçăвĕ пулса тăраççĕ. Эпир пĕрле! Пĕрлĕхре – пирĕн вăй!» – тенĕ вăл.

Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ умĕн районти культура çуртĕнче «Юрататăп сана, ман Раççейĕм!» ятпа концерт иртнĕ. Районти культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорĕ, Чăрăш Ишекри «Калинушка» вокал ансамблĕ тата ачасен «Диоланда» хореографи ушкăнĕ, Калининăри «Кружевницы» ансамбль, Олег Семенов, Людмила Терентьева, Виктор Волков, Снежана Самарова, Зоя Белякова солистсем хăйсен номерĕсенче Тăван çĕршыва юратнине кăтартнă.

Халăхсен арканми туслăхне çирĕплетекен уява халалласа районти библиотекăсенче, вĕрентÿ учрежденийĕсенче те тĕрлĕ мероприятисем йĕркеленĕ.

 

С.ЧИКМЯКОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика