07 ноября 2015 г.
Шупашкарта июнĕн 20–21-мĕшĕсенче иртнĕ çăмăл атлетика енĕпе Европăн команда чемпионачĕ çак ята тивĕçлипе çĕнсе илчĕ
Ăмăрту саманчĕсенче «Олимпийский» стадионра хамăр спортсменсемшĕн «чирленĕ» туйăм сÿнмен-ха.
Тивĕçлĕ наградăна Мускавра, çăмăл атлетикăн наци конвенцийĕнче, çăмăл атлетикăн Европăри Ассоциацийĕн президенчĕ Свен Арне Хансен тата Раççейри федерацин президенчĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Вадим Зеличенко Чăваш енри çăмăл атлетика федерацийĕн директорне, Раççей тава тивĕçлĕ тренерне Николай Панфилова тыттарнă.
Свен Арне Хансен Шупашкарта иртнĕ сумлă ăмăртусен иккĕмĕш кунĕнче хăй те пулнăччĕ. Ун чухне журналистсене вăл Суперлигăри ăмăртусен форматне улшăнусем кĕртме палăртнине пĕлтернĕччĕ. Наградăпа чысланă май, ЕА ертÿçи Шупашкарти континенталлă турнир çав тери çÿллĕ шайра иртнине палăртнă.
Аса илтерме, Европăн команда чемпионатĕнче чи лайăх континент ятне çĕнсе илессишĕн 40 дисциплинăра 12 çĕршывăн пĕрлештернĕ команди тупăшнăччĕ. Раççей спортсменĕсем унта тăваттăмĕш хут çĕнтерÿçĕсем пулса тăнăччĕ.
С.ЧИКМЯКОВА.