07 ноября 2015 г.

Ытларикун çĕршыври мĕнпур полицин профессилле уявĕ çитет. Анчах та хăюллă, хисепе тивĕçлĕ çынсем ăна пуян сĕтел хушшинче мар, кулленхи ĕçре, граждансен пурнăçне, йĕркелĕхе тата лăпкăлăха сыхласа ирттереççĕ.
Право йĕркине тата саккунлăха сыхласси – йывăр, яваплă тата теветкеллĕ ĕç. Вăл çыннăн чи пахалăхлă енĕсене – вăя тата ырăлăха, хăюлăха тата хăйĕн пурнăçне шеллеменнине – пĕрлештерет. Полици ĕçченĕсене пула пирĕн урамсенче йĕркелĕх хуçаланать. Вĕсен тăрăшулăхĕ, çивĕчлĕхĕ, тĕрĕслĕхĕ преступленисене уçса парассине ÿстерет. Çакă çынсене те хÿтлĕхе туйма май парать.
Уйрăмах милици ветеранĕсене тав, вĕсен пуян опычĕ ăруран ăрăва куçса пырать. Паян шалти ĕçсен органĕсен ушкăнĕ нумай çулхи практика эстафетине тивĕçлĕн тытса пырать. Çавăнпа вĕсене тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн, нумай чухне хăйсен пурнăçĕшĕн хăрушлăх тухса тăнине пăхмасăр, тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçланăшăн тав тăватăп.
Çулталăк пуçланнăранпа полицин «Вурнарский» пайĕ 4 пин ытла заявление пăхса тухнă. Кашни тăваттăмĕшĕ тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарма йышăннă. Уйрăмах полицин участокри уполномоченнăйĕсен, çула çитменнисемпе ĕçлекен инспекторĕсен, уголовлă шырав оперуполномоченнăйĕсен ĕç нумай. Вĕсем куллен халăхăн Конституци прависене тата ирĕклĕхне хÿтĕлессипе, обществăри саккунлăхпа йĕркелĕхе сыхлассипе çине тăрса тимлеççĕ. Ираида Тихонова, Александр Игнатьев, Николай Тихонов полици капитанĕсем, Владимир Краснов полици майорĕ ырă сăмаха тивĕç.
Çамрăксен хутлăхĕнче алкоголизма, наркотик хатĕрĕсене сарма парас мар енĕпе нумай енлĕ ĕç пурнăçланать. Ача-пăча преступноçне чакарассине Эльвира Татарова полици майорĕ, Татьяна Масленникова полици аслă лейтенанчĕ пысăк тÿпе хываççĕ.
Çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн уйрăмĕ те йĕркелĕхе пысăк тимлĕх уйăрать. Техника хатĕрĕсем çĕнелсе пыни çул çинчи лару-тăрăва асăрхаса тăма çеç мар, инкексем тĕлĕшпе мерăсем вăхăтра йышăнма май парать. Халăх хăйсене урамра, çулсем çинче хÿтлĕхре туйни пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. Ку енĕпе ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕн ĕçне пысăка хурса хакламалла.
Уголовлă шырав ĕçченĕсен уйрăм пуçлăхĕ Станислав Николаев ертсе пынипе преступноçпе вăйлă кĕрешеççĕ. Шăпах вĕсем хăйсен вăхăтне шеллемесĕр, канмалли кунсене пăхмасăр пурнăç йĕркине пăхăнманнисене пăркăчлаççĕ.
Пирĕн пай ĕçченĕсем Чечня, Дагестан Республикисенче, Ингушетире Конституци йĕркине тивĕçтерессипе контртеррористла операцисене хутшăнаççĕ. Нумайăшĕ çĕршыври «вĕри точкăсенче» пĕрре мар пулнă, ведомство наградисене тивĕçнĕ. Профессиллĕ уявра эпир преступноçе тата терроризма хирĕç кĕрешсе пуç хунă юлташсем умĕнче пуçăмăрсене таятпăр.
Полицин «Вурнарский» пайĕн мĕнпур сотрудникне, ветерансене професси уявĕпе саламлатăп, тÿрĕ кăмăллă службăшăн, паттăрлăхшăн тата хăюлăхшăн тав тăватăп, службăра та, çемьере те ăнăçу, çирĕп сывлăх, телей, тăнăçлăх сунатăп.
Л.ЗАБИРОВА,
уйрăм составпа ĕçлекен пуçлăхăн помощникĕ
шалти служба майорĕ.
С.Чикмякова сăнÿкерчĕкĕнче – полици ĕçченĕсем А.Самолетов, В.Петров, Г.Иванов Шупашкарта иртнĕ «Раççей – спорт çĕршывĕ» пĕтĕм тĕнчери форумра.